00:00 04 июня 2012 г.
– Анне, район хаçачĕ килчĕ-и? Часрах мана пар-ха вулама, – тесе чупса тухаттăм почтальон парса хăварнă хаçатсене йăтса кĕрекен аннене хирĕç. 9-10 классене çÿрекен шкул ачиччĕ эпĕ ун чухне. Çапах та "Шăмăршă хыпарне" чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. Уйрăмах уйăхсерен тухса тăракан "Улах", "Шкул сасси" тата "Анатри сасăсем" кăларăмсене кăмăллаттăм. Аслă классенче вĕренекене çамрăксен пурнăçĕ, кăмăл-туйăмĕ, таланчĕ, интересĕ кăсăклантарни тĕлĕнмелле пулăм пулман пуль. Çав страницăсенчи пĕр статйипе сăввине те сиктермесĕр вуласа тухаттăм.
Хаçатра çавăн пекех мораль темипе çырнă статьясем, калавсемпе повеçсем час-часах пичетленетчĕç. Пурнăç çинчен пулнипе вĕсене вулама килĕштернĕ-ши; Пытармастăп, шкул ачине политикăпа право, хирти ака-суха темисем питех илĕртмен. Çулсем иртсен, шкул ачинчен студент пулса тăрсан, район хаçачĕ аллăма лексессĕнех чăн малтан район пурнăçĕ çинчен çырнă статьясене вулаттăм. Ун чухне политикăпа право темисем те, хирти çурхи-кĕрхи ĕçсем те чуна çывăх пулса тăчĕç. Паянхи кун вара "Шăмăршă хыпарĕн" пĕр номерĕ те эпĕ вуламасăр кун çути курмасть.
Çулталăкăн иккĕмĕш çур çулĕ çывхарса килет. Тепĕр уйăхран "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн çырăнтару тапхăрĕ вĕçленет. Çавăнпа та эпĕ район çыннисене: шкул ачисемпе студентсене, çамрăк мăшăрсене, вăтам çулхипе ватă çынсене район хаçатне çырăнма чĕнсе калатăп. Хамăр район пурнăçĕ çинчен малашне те хаçатра вуласа пĕлме тăрăшăр. Вăхăт нумаях юлмарĕ, çак ĕçе ырана хăварас марччĕ.
Иккĕмĕш çур çула çырăннă вулакансене интереслĕ статьясемпе ятарлă кăларăмсем кĕтеççĕ. Ачасемпе çамрăксем валли уйăхсерен "Шăнкăрав", "Ăраскал" тата Литературăпа искусство страницисем тухса тăрĕç. "Усăллă канашсем", "Сиплевçĕ", "Уçланкă", "Саккун тата йĕркелĕх" ятарлă кăларăмсем кашнинех вулама кăсăклă пулĕç. Малашне эпир çанталăк çинчен, эрнелĕх гороскоп, кулăшсемпе кроссвордсем ытларах пичетлеме пуçласшăн. Район çынни хаçатăн кашни номерне пĕр статья сиктермесĕр вуласа тухтăр тесе çине тăрса ĕçлĕпĕр.
Сиртен вара, хисеплĕ вулаканăмăрсем, эпир çырусем ытларах кĕтетпĕр. Сĕнÿсемпе канашсем, тав сăмахĕсем, критиклесе çырни те пирĕншĕн усăллă пулĕччĕ. Эппин хаçата малашне пĕрле тата кăсăклăрах тăвасчĕ.
Çырăнăр "Шăмăршă хыпарне"! Ÿкĕнмелле пулмĕ!
Татьяна ФЕДОТОВА,
район хаçачĕн тĕп редактор тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ.