Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юбилей ячĕпе сана, тăван хаçатăм!

00:00 03 августа 2012 г.

Юбилей ячĕпе сана, тăван хаçатăм!

"Шăмăршă хыпарне" – 80 çул! Сахал-и ку, нумай-и? Тĕнче шайĕнчи пĕтĕм этемлĕх историйĕпе танлаштарсан паллах, ку питĕ сахал теме пулать. Уйрăм çын ĕмĕрĕ тăрăх пăхас пулсассăн – 80 çул вăл пирĕншĕн – пысăк ÿсĕм!

Самана улшăнса пынăçемĕн хаçат сăнĕпе ячĕ те, унăн содержанийĕпе калăпăшĕ те улшăнса пынă. Вулаканшăн интереслĕ те ансат пулни, районăн паллă та хисеплĕ çыннисем çинчен каласа пама тăрăшни, унăн ÿсĕмĕсемпе пурнăçне çутатса пани вара – яланхи улшăнми пулăм.

80 çулти "Шăмăршă хыпарĕн" историйĕ пуян та ятлă-сумлă. Тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ ятсемпе тухса тăнă пулин те ("Колхозник сасси" – 1932 ç., "Сталин ялавĕпе" – 1938 ç., "Коммунизм çулĕ" – 1959 ç., "Шăмăршă хыпарĕ" – 1991 çултанпа паянхи кунччен), вăл районти халăха пурнăçа çĕнетсе улăштарма хавхалантаракан йыхравçă, çунат хушакан вăй пулас пĕлтерĕшне çухатман.

Хаçат паянхи кун та ырă ĕç тăвать – район экономикипе социаллă пурнăçне тĕреклетес, рынок хутшăнăвĕсемпе унăн тÿнтерле енĕсене çутатас, ĕç çыннисен пурнăç шайне хăпартас, вĕсен социаллă хÿтлĕхне тивĕçтерес, хуçасăрлăхпа ытти кăлтăк-сăлтавсене хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе сахал мар материал пичетлет. Хаçат журналисчĕсем: Раççей Журналистсен союзĕн членĕ тата А.Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ Владимир Николаевич Михайлов - 29 çул; VIII, IX, XI "Правопорядок" республика конкурсĕсен çĕнтерÿçи тата Раççей Журналистсен союзĕн членĕ Иван Ананьевич Медведев – 20 çул; Раççей Журналистсен союзĕн членĕ Александр Николаевич Михайлов – 10 çул район пурнăçне пур енлĕн те тарăннăн, тĕрĕс çутатассине, паянхи саманапа тан пырассине хăйсен тĕп тивĕçĕ-тĕллевĕ тесе шутлаççĕ. Вĕсен пултарулăхне вулакансем тĕрĕс хак пама пултараççĕ.

Çупкăмăн-çупкăмăн пуçтарнă информаци çапла халăх патне çитет. Чылай чухне редакцие штатра тăман корреспондентсем пулăшаççĕ. Вĕсем пулăшнипех ĕнтĕ райхаçатăн содержанийĕ тарăнланса, сăн-сăпачĕ илемленсе калăпланать.

Хаçат вулакансемпе çыхăну тытса тăма тăрăшать, вĕсемшĕн шанчăклă тус-юлташ та çывăх тăван. Вĕсем çырăнтару тапхăрĕнче пире шанса, яланах пĕрле пулса çак тĕреклĕхе кÿрсе тăма пулăшаççĕ.

Паллах, чăн малтан эпĕ хамăн тăван коллектива тав сăмахĕ каласшăн. Çак тăхăр çул хушшинче эсир маншăн çывăх çынсем пулса тăтăр. Сирĕнсĕр паянхи кун хаçат вăхăтлă та тулли содержаниллĕ тухма пултарĕ тесе калама питĕ хĕн.

Уйрăм тав сăмахĕпе хисепе малтанхи çулсенче редакторта ĕçленĕ çынсем те тивĕç. Ытларах пĕрле ĕçленĕ редакторсене асăнса хăварас кăмăл пур. Мана редакцие корректор пулса ĕçлеме илнĕ П.И.Фомин, наборпа верстка операторĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыма шаннă Б.В.Мишкин тата яваплă секретарь должноçне куçарнă И.М.Саландаев умĕсенче пуçа таятăп.

Пире – 80! Анчах та эпир ватăласшăн мар-ха, кунран-кун, çулран-çул ăслăланса та хаçат сăн-сăпачĕпе илемленсе, яланах пысăк ÿсĕмсем туса пырса хамăрăн вулакансене савăнтарасшăн.

Сăмах май кăçал Шăмăршăри типографи те хăйĕн юбилейне паллă тумаллаччĕ. Вăл, маларах Патăрьел типографийĕн филиалĕ пулнăскер, çирĕм çул каялла – 1992 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче уйрăм предприяти, Шăмăршă типографийĕ пулса тăнă, ăна И.М.Миронов директор ертсе пынă. Çавăнпа полиграфистсене те чун-чĕререн саламлас килет.

Хаçат юбилейĕпе саламласа эпĕ Сире – пичет ветеранĕсене, хаçат ĕçĕнче тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ çынсене, тăван коллектива, хисеплĕ вулаканăмăрсене ырлăх-сывлăх, телей тата ырă кăмăл сунатăп, малалла та пирĕнпе пĕрле пулма сĕнетĕп.

Татьяна ФЕДОТОВА,

тĕп редактор тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика