Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » НФЦ пулăшу кÿрет

13:29 28 сентября 2013 г.

 

Кăçалхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин территорийĕнче нумай функциллĕ 26 центра (НФЦ) регистрациленĕ, çав шутран 25-шĕ 81 чÿречепе ĕçлет. Çулталăк пуçланнăранпа НФЦ никĕсĕ çинче 139,7 пин пулăшу кÿнĕ, çав шутран 49,8 пинĕ – федераци, 30,2 пинĕ – республика, 18,1 пинĕ – муниципалитет шайĕнчисем. Пĕтĕмпе 16 пин ытла консультаци панă.

Чи анлă сарăлнă пулăшу ĕçĕсем çаксем: куçман пурлăхпа çыхăннă килĕшÿсем тата правасене регистрацилесси (Росреестр пулăшăвĕсем), кăçал ку тĕллевпе республикăри 4915 çын НФЦна çитнĕ. Унсăр пуçне асăннă центрсене федерацин миграци службин управленийĕн (Раççей тата ют çĕр-шыв паспорчĕсене илес тесе заявлени парасси – 9316 ыйту) тата социаллă пулăшусемпе усă курас (6728), çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕр кирлисен черетне тăрас тĕллевпе тăтăшах килеççĕ.

2013 çул вĕçлениччен 26 НФЦра пĕтĕмпе 116 чÿрече ĕçлĕ.

Кăçалхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăн муниципалитет районĕсенче пуринче те ял тăрăхĕсенчи 119 библиотекăра 120 чÿрече никĕсĕ çинче «пĕр чÿрече» мелĕпе пулăшу кÿме пуçланă. Хальлĕхе вĕсенче 304 çынна консультаци панă.

 

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика