ХалĔ кĕр тапхăрĕ пырать. Кĕркунне пирки эпир тĕрлĕрен калатпăр: ылтăн, сивĕ, тулăх, йĕпе-сапаллă, тунсăхлă...
Мĕнле каласан та, кĕркунне – çулталăкăн илемлĕ вăхăчĕ, тухăç тапхăрĕ, уй-хир ĕçĕсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетекен цифрăсем, сивĕ те вăрăм хĕле хатĕрленсе кĕтсе илмелли кунсем... Урамра мĕнле çанталăк тăрсан та – ăшă-и, сивĕ-и – тăван тавралăх яланах чуна çывăх, илĕртÿллĕ те пăхса ытарайми ÿкерчĕксемлĕ.
Шăмăршă ял тăрăхĕн тĕп библиотекин ĕçченĕсем Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин Патăрьелĕ-нчи организацийĕпе пĕрле «Çанталăк кĕрхилле сывла пуçларĕ...» ятпа интереслĕ мероприяти ирттерчĕç. Тĕп библиотекăна çак кун районти тĕрлĕ ялсенчи куç начар куракан çынсем килсе çитрĕç. Инвалидсем хăйсемпе пĕрле кĕр çимĕçĕсем те илсе килчĕç.
Библиотекарьсем вĕсемпе кĕр темипе çыхăннă тĕрлĕ конкурссем йĕркелерĕç. Мероприяте килнисем малтан кĕр илемне сăнлакан сăвăсем вуларĕç, халăх сăмахлăхне аса илчĕç. Кун хыççăн сутмалли юмахсен тупсă- мĕсене шырарĕç, ваттисем каланине асăнса тухрĕç. «Кĕр пики» конкурс та пулчĕ çак уявра. Жюри членĕсем кĕр çимĕçĕсен куравĕнчи чи интереслĕ композицисене те палăртрĕç.
Жюри конкурссен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсен Кахăрлă Шăхалĕнчи Ольга Пушкина пĕрремĕш вырăна тухни палăрчĕ. Вăл Грамотăна тата парнене тивĕçрĕ.
Уявра çавăн пекех арçынсем хушшинче шашка турнирĕ те иртрĕ. Хĕрÿ тупăшура Шăмăршăри Валерий Романов – пĕрремĕш, Пуянкассинчи Анатолий Андреев – иккĕмĕш, Анат Чаткасри Анатолий Тяпушов виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Вĕсем те Грамотăсемпе парнисем илчĕç.
Уява килнисем мероприятипе питĕ кăмăллă юлчĕç. Интереслĕ тĕл пулу йĕркеленĕшĕн вĕсем куç курманнисен обществин Патăрьелĕнчи организацийĕн ертÿçисене тата библиотекарьсене чĕререн тав турĕç.
И.ТИМОФЕЕВА,
Шăмăршă ял тăрăхĕн тĕп библиотекин ертÿçи.