Аслă Аттелĕх вăрçин вут-хĕмĕ пирĕн çĕр-шывра талккăшĕпех ялкăшма пуçлани çынсен пурнăçĕсене , çутă ĕмĕчĕсене вăхăтсăр татнă. Кÿршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕн каччине Н.Ларионова та, Приморски крайĕнчи Артем хулинчи çыхăну узелĕнче почта агентĕнче ĕçленĕскере, техникумра вĕренсе диплом илсе малалла та кунтах вăй хума ĕмĕтленнĕскере, 1943 çулта Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ.
Николай салтак шинельне тăхăннă тĕле Сталинграда тăшманран хăтарнă пулнă ĕнтĕ. Çак хулана ишĕлчĕксенчен тасатнă, çĕнĕ çуртсем тума пуçланă. Пĕрлех хулапа фронт командованийĕн пункчĕ хушшинче çыхăну линийĕсем карнă, телефон-телеграф станцийĕсене хута ярса пынă. Ку ĕçре салтак-связистсем пысăк пулăшу панă. Н.Ларионов рядовой çыхăну батальонĕнчи ытти салтаксемпе пĕрле ырми-канми ĕçленĕ. Малаллла çак подразделени ытти хуласенчи çыхăну объекчĕсенче вăй хунă. Аслă Çĕнтерÿ кунне связистсем фронт çывăхĕнчи хĕрÿ ĕçре кĕтсе илнĕ.
1945 çулхи августра пирĕн çарсем Япони милитарисчĕсемпе çапăçма пуçласан, çыхăну батальонне Инçет Хĕвел тухăçне куçарнă. Унта Николай хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле çар командованине телефон çыхăнăвĕпе тивĕçтерсе тăнă. Татăлнă кабеле шыраса тăшман артиллерийĕн вут-хĕмĕ витĕр чупнă, проводсене сыпса çыхăнăва çĕнĕрен йĕркеленĕ тĕслĕхсем нумай пулнă.
Сентябрь пуçламăшĕнче, вăрçă чарăнса салтаксене, çав шутра Н.Ларионова та «Японие çĕнтернĕшĕн» медальпе наградăланă.
1945 çулхи ноябрьте çар службинчен малтанхи ĕç вырăннех таврăннă. Николай Иосифовича Артем хулинчи çыхăну узелĕнче почтăн аслă агенчĕ пулма çирĕплетнĕ. Пĕрлех заочнăй майпа çыхăну техникумĕнче те вĕреннĕ. Тăрăшуллă ĕçченĕн сăн ÿкерчĕкне хулари Хисеп хăми çине вырнаçтарнă.
1950 çулта Н.Ларионов Шăмăршăри çыхăну уйрăмĕнче телефон çыхăнăвĕн техникĕнче ĕçлеме пуçланă. Пĕр çултан пултаруллă специалиста çыхăну уйрăмĕн начальникĕн çумĕ пулма уйăрса лартнă.
1951 çулта Николай Иосифович Анна Артемова медсестрапа пĕр çемье çавăрнă. Ача-пăча çуратса ÿстернĕ май, Шăмăршăри Комсомольски тăкăрлăкĕнче хăйсен çуртне те тунă.
1963-1968 çулсенче Н.Ларионов Шăмăршă аэродромĕн начальникĕ пулнă.
– АН-2 самолет Шупашкартан кулленех вĕçсе килетчĕ, – аса илет Николай Иосифович. – Пассажирсемпе пĕрлех вăл хаçат-журнал, посылкăсемпе çырусем те илсе килнĕ. Самолет Шăмăршăра 10-12 пассажир тата район почтине илетчĕ, Патăрьелпе Елчĕк урлă – вĕсенче те аэродромсем пулнă – Шупашкара вĕçетчĕ.
Малалла Н.Ларионов СМУра пенсие тухичченех электрик, инженер-энергетик тата мастер пулса вăй хунă. 1984 çулта пенсионер ДРСУра электрикра ĕçлеме тытăннă. Ку ĕçрен 66 тултарсан кайнă.
Хăйĕн тивĕçне професси ăсталăхĕпе пурнăçланăшăн салтак медалĕ çумне «Ĕçре палăрнăшăн» тата «Ĕç ветеранĕ» медальсем хутшăннă.
Мăшăрĕпе, Анна Афанасьевнăпа, 3 хĕрпе 2 ывăл ÿстерсе çитĕнтернĕ, пурне те тивĕçлĕ воспитани парса, професси илме пулăшса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел, мăшăрĕ, районти тĕп больницăра пенсие тухичченех тÿрĕ кăмăлпа медсестрара вăй хунăскер, «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕскер,6 çул каялла пурнăçран уйрăлса кайнă. Октябрĕн 1-мĕшĕнче 90 çул тултаракан ĕçпе вăрçă ветеранне Н.Ларионова 7 мăнук тата мăнукăн пĕр ачи чир-чĕре çĕнтерсе малалла пурăнма вăй-хăват парса тăраççĕ.
И.МЕДВЕДЕВ.