Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юратнă ĕçре – 33 çул

14:10 28 сентября 2013 г.

 

Вăхăт кустăрми малаллах чупать. Нимле сулнăк-пăрнăçа пăхмасăр кунран-кун, çулран-çул çынсен пурнăçĕн каçалăкĕсене пĕрин хыççăн теприне хыçа хăварать вăл. Сисĕнмесĕрех çÿç шуралать, сумлă юбилей çитсе тăрать. Шăмăршăри Е.Давыдова, Шăмăршă типографийĕнче пĕр улшăнми 33 çул ĕçленĕ-скер, акă хăйĕн 70 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Елизавета Ильиничнăн типографири ĕç биографийĕ 1966 çулхи апрельте пуçланнă. Район хаçачĕн ун чухнехи редакторĕ К.Смирнов 22-ри хĕрарăм наборщица пулма çирĕплетнĕ.

Вăл тапхăрта хаçат страницисене алă вĕççĕн, сас паллисем суйла-суйла пуçтарнă. Çак йывăр ĕçе пурнăçланă чухне чăтăмлăх, кăмăл çирĕплĕхĕ малти вырăнта тăнă. Хĕллехи вăхăтра, цеха вутăпа хутса тăнă тапхăрта, сивĕ металл алла шăнтнă, чуна çÿçентернĕ. Типографи сăрриллĕ сас паллисемпе кунĕпе ĕçленĕ хыççăн наборщиксемпе верстальщиксен аллисем негрсенни евĕрлех курăннă. Анчах цехри рабочисем пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе пырса район хаçатне вăхăтра пичетлеме, палăртнă кун вулакансем патне çитерме тăрăшнă. Кунсăр пуçне заказчиксем валли тĕрлĕ бланксем те нумай пичетлесе хатĕрленĕ. Цеха линотип машинисене лартсан, сас паллисене металран шăратса кăларма пуçласан ĕç чылай çăмăлланнă.

Темиçе çултан Е.Давыдована печатница ĕçне куçарнă. Ку ĕçре те тăрăшулăхпа палăрнă вăл. Пуринчен те каярах юлса хаçат çапни те сахал мар пулнă. Професси ăсталăхĕшĕн ăна пĕрле ĕçлекенсем те, хаçат редакцийĕнче вăй хуракансем те хисепленĕ. Кунта пĕрлех типографи ĕçченĕ-семпе редакци сотрудникĕсем яланах пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленине, пĕрлехи вăйпа район хаçатне вăхăтра тата тивĕçлĕ пахалăхпа кăларса тăма тăрăшнине те палăртмалла.

Яланах тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Елизавета Ильиничнăна тĕрлĕ органсен, çав шутра район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă. 1999 çултанпа – тивĕçлĕ канура.

Çак йĕркесен авторĕпе тĕл пулса калаçнă вăхăтра типографире ĕçленĕ çулсене, интереслĕ самантсене кăмăллăн аса илчĕ пичет ĕçĕн ветеранĕ. Типографи цехĕнче чылай çул юнашар ĕçленĕ Галина Крипичникова наборщица, Людмила Борисова верстальщица, Людмила Григорьевапа Елена Бараева линотиписткăсем, Лев Бараев мастер-наладчик, Петр Морозов мастер, типографи директорĕ Илья Миронов тата ыттисем пирки ăшă сăмахсем нумай каларĕ Елизавета Ильинична.

– Хамăн ĕçе юрататтăм эпĕ, – терĕ хисеплĕ ветеран. – Типографире ахальтен 33 çул ĕçлемен ĕнтĕ.

Пурнăç çулĕпе малалла та çирĕппĕн утма тивлетлĕ ăраскал, ырлăх-сывлăх тата вăрăм ĕмĕр сунатпăр сире, хисеплĕ Елизавета Ильинична!

И.АНАНЬЕВ.

 

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика