Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Йывăç кунĕ

14:12 28 сентября 2013 г.

 

Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта педагогсем ачасене кăмăл-сипет тата экологи воспитанийĕ парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Акă çак кунсенче шкулта Йывăç кунĕ иртрĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, экологи мероприятине çулленех 11 класра вĕренекенсем хутшăнаççĕ. Вĕсем шкул территорийĕнче çамрăк хунавсем лартса хăварчĕç. Экологи акцине Палтиел участок лесничествин лесничийĕ А.Цыганов тата И.Хамдеевпа В.Чернов вăрман мастерĕсем йĕркелесе-ертсе пычĕç.

Вĕренÿ учрежденийĕнче педагогсем ачасене пĕчĕкрен çут çанталăка, тăван тăрăха юратма хăнăхтараççĕ. Ку темăпа кăçал, Çут çанталăка упрамалли çулталăк пулнă май, класс сехечĕсем, ытти мероприятисем нумай иртеççĕ. Практика ĕçĕ – хунавсем лартни тата пĕлтерĕшлĕрех. Ачасем хăйсен аллипе йывăçсем лартсан, вĕсем ăна тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе çитĕнтерме тата упрама тăрăшаççĕ. Пĕрлех тăван тавралăх илемне хăйсен хÿтлĕхне илеççĕ. Экологи акцийĕ шăпах ачасене тăван тавралăха упрама вĕрентессипе çыхăннă та ĕнтĕ.

С.САНДРКИНА.

 

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика