Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тивĕçлĕ ăру çитĕнтĕр

14:55 28 сентября 2013 г.

 

ПИРĔН районта шкул çулне çитмен ачасене адеквативлă пĕлÿ парасси йăлана кĕнĕ. Çакă ачасене ăс-тăн енчен пуçласа аталантарма лайăх пулăшать.

Ку ĕçе район администрацийĕпе вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕ йĕркелесе пыраççĕ.

Ачасене шкула каяс умĕнхи тапхăрта пĕлÿ парас тĕлĕшпе халĕ сакăр муниципаллă учреждени, икĕ пуçламăш шкул-ача сачĕ ĕçлеççĕ. Вĕсенче 650 ача малтанхи пĕлÿ, хăнăху илет.

Районта «Шкула каяс умĕнхи малтанхи пĕлÿ парасси» хушма программа та ăнăçлă ĕçлет. Çакă пепкесен ашшĕ-амăшĕсене сахал мар çăмăллăх парать. Ку тĕлĕшпе ятарлă стандарт та пур. Сăмахран, 3,5-7 çулсенчи ачасен ашшĕ-амăшĕсене çак çăмăллăхпа пĕтĕмпех тивĕçтернĕ.

Ачасене шкул çулне çитмен тапхăрта пĕлÿ паракан учрежденисенче пулнăшăн ашшĕ-амăшĕсемшĕн хăш-пĕр çăмăллăхсем те пур. Кун пек чухне çемьере миçе ача пулнине шута илеççĕ.

Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче ачасен хушшинчи çыхăнăва хутшăнусене кура йĕркелеççĕ. Хăш-пĕр ачапа уйрăммăн та ĕçлеме тивет.

И.ВЯЧЕСЛАВОВА.

 

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика