13:27 11 июня 2014 г.
Наркомани - наркотик хатĕрĕсемпе медицина хушмасăр усă курнине пула пуçланакан йывăр чир. Наркомани çын сывлăхне пĕтернипе пĕрлех çынлăхран кăларать, çынна ухмахлантарать, наркотик чури туса хурать. Наркоманин тепĕр уйрăмлăхĕ вăл - çынри тỹнтерле улшăнусем нихăçан та тỹрленменни. Çакна сусăрланнă çынпа танлаштарма пулать: урана кассан, урăх ура шăтса тухмасть вĕт-ха. Наркомана тухнă çын пыра-киле хăйĕн мĕн пур чысне çухатать, психика тĕлĕшĕнчен айванланать, юлташĕсене, çемйине çухатса ĕçсĕр тăрса юлать, преступлени çулĕ çине тăма пултарать. Наркоман хăйне те, çывăх çыннисене те инкек çеç кỹрет. Çын, уйрăмах çамрăк çын, наркотиклă растворпа пĕр хут укол тунă хыççăнах наркотикпе çывăхланас хăрушлăх пысăк. Çавăнпа та: "Наркотике тутанса пăхнипе çеç нимĕн те пулмĕ" тени - питĕ йăнăш шухăш! Наркотике нихăçан та, нимĕнле лару-тăрура та ан тутанăр! Çын 7-10 çул хушши наркотикпе усă курать пулсан пурнăçран уйрăлса каять. 6-8 уйăхранах вилекенсем те нумай. Пĕр сăмахпа каласан, наркомани вăл - вилĕм, çакна пурин те асра тытмалла!
Н.ПОЛЯКОВА, нарколог.
АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики