17:01 06 сентября 2014 г.
Темиçе кун çумăр шĕпĕртетнĕ хыççăн, сентябрĕн 6-мĕшĕнче, çанталăк уяр та хĕвеллĕ тăни Шăмăршăри "Туслăх" спорт комплексĕн стадионне пухăннă çăмăл атлетсене савăнтарчĕ. Шăмат кун ирхине кунта ачасем те, çамрăксем те, вăтам çулти çынсем те, пенсионерсем йышлăн килсе çитрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев тата унăн çумĕ В.Петьков килни те "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕ икĕ хут Совет Союзĕн Геройне, СССР летчик-космонавтне А.Г.Николаева асăнса йĕркеленĕ районти çăмăл атлетикăн эстафета чупăвĕн уявне илем кỹчĕ. Спорт уявĕнче ăмăртма хатĕрленекен тĕрлĕ ỹсĕмри спортсменсем 10 сехетре строя тăчĕç. Вĕсем флеш-моп занятине хутшăнса, илемлĕ те хăвăрт ритмсемлĕ кĕвĕ янăранă май, физкультурăн тĕрлĕ упражнийĕсене пурнăçласа хĕрỹ ăмăртусенче ăмăртма хатĕрленчĕç. - Спорта юратакансем "Шăмăршă хыпарĕ" район хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн стадиона нумайăн килни пире пурне те чунтанах савăнтарать, - терĕ спорт уявне уçса район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков. Пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр, авиаци генерал-майорĕ Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавт çуралнăранпа 85 çул çитнĕ май, çак мероприятин пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Çăмăл атлетикăн эстафета чупăвĕнче пурне те ăнăçу сунатăп. Владимир Александрович çумне хутшăнса, "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн тĕп редакторĕ А.Ларшникова çакнашкал ăмăртусене хаçат редакцийĕ çуллен йĕркелени, ырă йăлана малалла та тăсса пырасси пирки каларĕ, ăнăçлă стартсем сунчĕ. Уява уçса, старт линийĕ çине спорт çемйисем тăчĕç. Малтанах çемье пуçĕсем 200 метрлă дистанцире чупрĕç. Кун хыççăн иккĕмĕш тапхăрта вĕсен мăшăрĕсем 100 метрлă, ачасем 100 метрлă дистанцире вăй виçрĕç. Эстафетăна Павловсен çемйи пуринчен те лайăхрах кăтартупа вĕçлерĕ. Залалтдиновсем - иккĕмĕшсем, Батыревсем виççĕмĕшсем пулчĕç. Спорт ветеранĕсем те хăйсен "спорт формине" тивĕçлĕ шайра тытса тăнине кăтартрĕç. Кунта район администрацийĕн команди пуринчен те вăйлăрах пулни палăрчĕ. Шăмăршă вăтам шкулĕн команди - иккĕмĕш. Тĕп шкулсен командисем эстафета чупăвне малалла тăсрĕç. Кашни командăра - 3 арçын ачапа 3 хĕр ача. Яланхи пекех, Анат Чаткас тĕп шкулĕн команди пуринчен те лайăхрах результатсем кăтартрĕ. Патирек шкулĕн команди - иккĕмĕш, Пуянкасси шкулĕн команди виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Вăтам шкулсем хушшинчи ăмăртусем тата çивĕчрех иртрĕç. Шăмăршăпа Палтиел шкулĕсем икшер команда тăратни çак вĕренỹ учрежденийĕсен дирекцийĕсене те, физкультура учителĕсене те илем кỹрет. Вăтам шкулсен командисен яшĕсем те дистанцире 2 çаврăм турĕç (400м). Хĕрсем 200 метрлă дистанцире ăмăртрĕç. Шăмăршă шкулĕн А.Хафизов ертсе пыракан команда пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Карапайсем - иккĕмĕш, Пашьелсем виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Предприятисемпе организацисем тата учрежденисем хушшинчи ăмăртăва "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексĕн команди чи лайăх кăтартупа вĕçлеме пултарчĕ. Полицин районти уйрăмĕн сотрудникĕскем - иккĕмĕш, "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн ĕçченĕсем виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Эстафета чупăвне ял поселенийĕсен командисем вĕçлерĕç. Шăмăршă команди - пĕрремĕш, Карапай Шăмăршă команди иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Призлă вырăн йышăннă командăсем "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн Грамотине тата парнине тивĕçрĕç. Пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ командăсем кунсăр пуçне 2015 çулăн январь-март уйăхĕсенче тỹлевсĕрех район хаçатне илсе тăрĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, районти çăмăл атлетикăн эстафета чупăвĕ йĕркеллĕ те интереслĕ иртрĕ. Эстафетăра ăмăртнă çăмăл атлетсене хаçат редакцийĕ тав тăвать, спортра ăнăçу сунать. Çавăн пекех спонсор пулăшăвĕ панăшăн "Единая Россия" политика партийĕн районти уйрăмĕ, "Россельхозбанкăн" тата "Росгосстрахăн" Шăмăршăри филиалĕсем тата райцентрти "Техномир" лавкка администрацийĕ те тав сăмахĕсене тивĕçлĕ.
АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики