09:56 15 января 2015 г.
Константин Васильевич Ивановӑн культура тупри тӗнче пӗлтерӗшлӗ пулнине шута илсе тата ун ятне ӗмӗрлӗхех асра хӑварас, халӑха литературӑпа туслаштарас тӗллевпе Чӑваш Республикинче 2015 ҫула ун ятне халаллаҫҫӗ. Кун ҫинчен Чӑваш ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнетьев ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 110-мӗш номерлӗ указа алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
2015 ҫулхи май уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вилӗмсӗр «Нарспи» поэмин авторӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет. Историе К. В. Иванов ҫавӑн пекех драматург, куҫаруҫӑ, прозаик, фольклорист, ӳнерҫӗ тата чӑваш литературине пуҫарса яраканӗ пек те кӗрсе юлнӑ.
Ҫавна май Карапай-Шӑмӑршӑ шкулӗнче те К. В. Иванов ҫулталӑкне халалласа ятарлӑ мероприятисен планне хатӗрленӗ. Планра уҫӑ уроксем, литература каҫӗсем, К. В. Иванова халалланӑ эрнелӗхе, викторинӑсем, олимпиадӑсем тата ытти ӗҫсене туса ирттерме палӑртнӑ, ҫирӗплетнӗ.К. В. Иванов ҫулталӑкне халалласа ирттерме палӑртнӑ мероприятисем ҫитӗнекен ӑрӑвӑн культурине ӳстерме, ҫӗршывӑн историпе культура туприне сыхласа хӑварма тата Чӑваш ен илӗртӳлӗхне кӑтартма май парӗҫ.
АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики