11:42 03 сентября 2015 г.
ЮНКУН Шăмăршăра икĕ хут Совет Союзĕн Геройне Андриян Григорьевич Николаева халалласа районти "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн эстафета иртрĕ. Çакă - тахçантанпах çирĕпленнĕ йăла. Хальхинче те "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексне çынсем йышлăн пухăнчĕç. Ялсенчен те спорта юратакансем килсе çитнĕ. Сахалăн мар вĕсем. Эстафетăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-социаллă аталану пайĕн ертỹçи В. Петьков уçрĕ, пурне те уяв ячĕпе саламаларĕ. - Урăрсем çăмăл та хăвăрт пулччĕр, - терĕ вăл.
- Пурне те ăнăçу, çĕнтерỹ сунатăп. Спорт вăл - сывлăх çăлкуçĕ. Хаçатăн тĕп редакторĕ Т.Федотова та ăмăртăва хутшăнакансене, курма килнисене ăшшăн саламласа хавхалантарчĕ. - Физкультурăпа спорт тусĕсем - хаçатăн тусĕсем те. Çак çыхăну малашне те ан татăлтăр, - терĕ вăл. Сентябрĕн 2-мĕшĕ - историе кĕрсе юлнă кун. Шăпах çак кун Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕ, Япони çарĕсене парăнтарнă. Çакăн çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Денисов аса илтерчĕ, вăрçăра пуç хунисене асăнса пĕр минут шăп тăма ыйтрĕ. Эстафета умĕн сывлăх гимнастики ирттерни те спортсменсене вăй хушрĕ пулас. Ăмăрту çемье командисен эстафетинчен пуçланчĕ. Виçĕ ушкăн тăчĕ старта. Йĕрки çаплă: ачапа амăшĕн 100 метр, ашшĕн 200 метр чупса тухмалла. Финиша камсем маларах çитеççĕ - çавсем çĕнтерỹçĕсем. Интереслĕ стартра Кивĕ Чукалти Чамеевсен туслă çемйи çĕнтерчĕ. Карапай Шăмăршăри Поляковсем - иккĕмĕш, Шăмăршăри Яковлевсем - виççĕмĕш. Иккĕмĕш старт умĕн Кивĕ Чукалтан килнĕ çамрăклах спортпа çывăх П.Ильдяковпа калаçрăм. - Пĕр ăмăртăва та сиктерместĕп, - тет Петр Федорович. - Хальхинче те ятарласах инçе çула кĕскетсе килтĕм. Ветерансем хушшинче тупăшма вăй çитетчĕ те - пулмарĕ... Иккĕмĕш тапхăр - пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсен командисен тупăшăвĕ. Тăватă ушкăнран кам чи вăйли пулĕ? Чимĕр, васкар мар - финиша камсем чи малтан вирхĕнсе çитессе кĕтер. Вăхăт вара кĕттермерĕ: чаткассем - пĕрремĕш. Патирексем вĕсенчен кăштах çеç кая юлчĕç, Васан шкулĕн çамрăк спортсменĕсем - виççĕмĕш. Вăтам шкулсенче вĕренекенсен ултă команди хушшинчи ăмăрту та çивĕч пуласси маларах палăрчĕ: кашниех тĕплĕн хатĕрленнĕ, кунсеренех тренировкăна тухнă. Паллах, кашниех мала тухаймĕ, анчах пурте çĕнтерỹшĕн ăнтăлаççĕ. Акă, старт. Çамрăксем çĕмрен пек вирхĕнеççĕ - кайри малтине хыçа хăварать, теприн хăвăртлăхĕ чакать. Спорт тени çапла вăл: чи вăйлисем мала тухаççĕ. Шăмăршă вăтам шкулĕ эстафетăна харăсах виçĕ команда тăратнă. Пĕрремĕшĕ вара хисеп пъедесталĕн чи çỹллĕ картлашки çине хăпарчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем - Карапай Шăмăршă тата Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕсен командисем. Кăçалхи эстафетăна ял тăрăхĕсен пĕр команди çеç хутшăнчĕ. Кун пек чухне ăна çĕнтерỹçĕ тесе шутлаççĕ. Карапай Шăмăршăсем, тен, ыттисене те хыçа хăварма пултарнă пулĕччĕç те - тупăшас текенсем тупăнмарĕç. Предприятисемпе организацисем ăмăртăва тăхăр команда тăратнă. Кашнинчех - вăйлă спортсменсем, çĕнтерỹ кỹме пултаракансем. Ку ушкăнра та кĕрешỹ çивĕч иртрĕ. Анчах мĕн тăвăн: хисеп пъедесталĕн картлашкисем виççĕ çеç - пурин валли те вырăн çитмест. Кăçал вара вĕсене "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексĕн, Шăмăршă вăтам шкулĕн, Шăмăршăри "Сказка" ача сачĕн командисем йышăнчĕç. Çĕнтерỹçĕ командăсем, яланхи пекех, Дипломсемпе куçса çỹрекен Кубоксене тивĕçрĕç. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - социаллă аталану пайĕн ертỹçи В.Петьков тата "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн тĕп редакторĕ Т.Федотова пачĕç.
Вл.МИХАЙЛОВ.
АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики