Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ан ỹркенĕр пуç тайма ĕçлекен çынна!

13:01 08 сентября 2015 г.

Чăваш Республикин пуçлăхĕн Указĕ Чăваш Республикинче 2016 çулта Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтересси çинчен

Чăваш Республикин паянхи экономика условийĕсенчи кал-кал аталанăвне тивĕçтерес, обществăра ĕçе тата ĕç çыннине хисеплессине çирĕплетес, ĕç-хĕл валли конкурентлă ырă условисем йĕркелес тĕллевпе çапла йышăнатăп: 1. Чăваш республикинче 2016 çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтерес. 2. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн: Чăваш Республикинче 2016 çулта Ĕç çыннин çулталăкне ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелỹ комитетне туса хумалла тата унăн йышне çирĕплетмелле; Чăваш Республикинче 2016 çулта Ĕç çыннин çулталăкне ирттерессипе çыхăннă, рабочисен профессийĕсен хисепне çĕклес, çамрăксене экономикăн чăн секторĕн отраслĕсене тата социаллă сферăна явăçтарас, предпринимательлĕхе аталантарас, ĕçре çĕнĕлĕхсене тата пултарулăха çул парас, ĕç тухăçлăхне ỹстерес тĕллевпе тĕп мероприятисен планне хатĕрлемелле тата çирĕплетмелле. 3.Сĕнес: вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене, организацисене вĕсен йĕркелỹпе право формисене тата харпăрлăх формисене пăхмасăр Ĕç çыннин çулталăкĕнче ирттерекен мероприятисене хастар хутшăнма; массăллă информаци хатĕрĕсене Ĕç çыннин çулталăкĕнче йĕркелекен мероприятисене çутатсах тăма. 4. Çак Указ ăна алă пуснă кунран вăя кĕрет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан

М.ИГНАТЬЕВ. Шупашкар, 2015, сентябрь, 7, 119 №.

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика