16:02 20 января 2017 г.
Владимир Денисов,
район администрацийĕн пуçлăхĕ:
- Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн çулленхи Çырăвĕнче халăхпа çывăх пулмаллине, çынсемпе чуна уçса калаçма хăрамалла маррине, тавралăха тирпей-илем кĕртес ыйтăва общественноçпа тачă çыхăнса татса памаллине палăртнăччĕ. Çак шухăш Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн паянхи Çырăвĕнче те уççăн палăрчĕ. Чăнах та, районта пурнăçламалли ĕçсем нумай, чылай ĕçе укçа-тенкĕ çителĕксĕррипе те тума йывăр. Кунта, ман шутпа, халăх пуçарулăхне ỹстерни пысăк пĕлтерĕшлĕ: çулсене юсас, шыв пăрăхĕсем тăсас, тирпей-илем тăвас ĕçсене халăхпа пĕрле туни укçа-тенкĕ шыраса тупма май парать.
Пирĕн Шăмăршă районĕн çыннисем çỹлтен пулăшасса кĕтмесĕр, çанăсене тавăрса ĕçе пуçăнни мана савăнтарать. Çапла вара халăхăн яваплăх туйăмĕ, пурнăçланă ĕçсен сумĕ ỹсет, пĕрлехи вăйпа тунă çулпа е кĕперпе тирпейлĕн те упраса кăна усă курма тытăнаççĕ. Ку вăл - пурнăç чăнлăхĕ. Халăх пуçарулăхне ỹстернĕ çĕрте депутатсемпе ял старостисем нумай тăрăшни те пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп.
А.ЛАРШНИКОВА,
"Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн тĕп редакторĕ:
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарасси пирки пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Ку пирĕн районшăн та актуаллă ыйту.
Шăмăршă районĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 307 субъект шутланса тăрать. Çав шутра пĕчĕк предприятисем - 36, уйрăм предпринимательсем - 267. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 58 йĕркеленĕ.
Чăнах та, пирĕн районшăн 36 пĕчĕк предприяти нумай мар, сахал теме те пулать. Çакна шута илсех район ертỹçисем предпринимательлĕхе аталантармалли майсем шыраççĕ. Акă, çывăх вăхăтра Патирек ялĕнче кондитер цехĕпе кăлпасси туса кăларакан цех уçăлни вуншар çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме пулăшĕ.
Шăмăршăра темиçе çул хушши юхăнса-ишĕлсе ларнă унчченхи "Сельхозхимия" пĕрлешỹ çурчĕ паян пĕчĕк завода аса илтерет. Кунта "РЭМИСС" ОООн строительство бази вырнаçнă, тимĕр-бетон конструкци туса кăларса çул-йĕр саракансене пысăк пулăшу парать.
Предприятин генеральнăй директорĕ Минхайдар Юсупов каланă тăрăх, хальхи вăхăтра цехра 35 çын тăрăшать. Ĕç укçи те сахал мар. Предприяти анлăланнă май, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те пулаççĕ.
Фермер хуçалăхĕ йĕркелеме тĕллев тытнă çынсене те ырламалла.
Ку тĕлĕшпе Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче пурăнакансем уйрăмах пуçаруллă. Унчченхи Киров ячĕллĕ колхозăн çĕрне пушă вырттармаççĕ, тырпул тата выльăх апачлĕх культурăсем çитĕнтереççĕ. Олег Хлюкин фермер ĕне выльăхсен йышне ỹстерсех пырать, хăй кăна "Восход" СХПКран нумай ытларах сĕт туса илет.
Кивĕ Чукалти Петр Чурбанов та, кăçал республика грантне çĕнсе илнĕскер, мăйракаллă шултра выльăхсем тата сурăхсем усраса ал-ура çавăрасшăн. Кун пирки вăл Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева та пĕлтерчĕ, ялта йышлă выльăх усрасан çеç аталанма май пуррине палăртрĕ.
Районта пуçаруллă çынсем пĕчĕк тата вăтам предприятисем йĕркелесен, ыттисем валли те ĕç тупăнĕччĕ.
Н.ДРАГУНОВ,
ĕç ветеранĕ.
- ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура халăх сывлăхĕшĕн тăрăшасси, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетесси правительствăн тĕп тĕллевĕ пулнине уçăмлăн палăртрĕ.
Сывлăха упрассишĕн, чирлĕ çынсене сыватса телейлĕ тăвассишĕн тăрăшнине тĕслĕхсемпе те çирĕплетме пулать. Акă, 2016 çулта республикăра çĕнĕрен 25 фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă. Çав шутра хамăр районти Патирек ялĕнче те моделлĕ ФАП ĕçлеме пуçларĕ.
Хальхи больницăна ĕлĕкреххипе танлаштарма çук: ăшă та çутă палатăсем, тĕрлĕрен кăткăс оборудовани, пысăк квалификациллĕ тухтăрсемпе сестрасем...
Çак кунсенче кăна-ха манăн Шăмăршăри тĕп больницăра сипленме тиврĕ. Е.Мандрюкова врач манăн сывлăха тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн терапи уйрăмне вырнаçтарчĕ. А.Романовапа Ю.Чекова врачсем, З.Надюкова, Н.Захарова, З.Ефимова, Е.Кочкомазова, Л.Иванова, И.Паймина медицина сестрисем мана хăвăртрах ура çине тăратассишĕн вăй-халне шеллемерĕç. Эмелпе кăна мар, çепĕç чĕлхепе те пулăшаççĕ вĕсем сывалма. Çак ĕçченсене эпĕ чун-чĕререн тав тăватăп, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр, çемьере юратупа килĕшỹ сунатăп.
АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики