10:50 07 июня 2017 г.
"ÇУМĂР çăвать, юр вĕçтерет, хушăран хĕвел кулать... Кала-ха, тăванăм: ку хăçан пулать?" - çакăн пек тупмалли юмахпа кĕтсе илчĕ пире "Колос" ООО ертỹçи Виталий Захаров.
Чăнах та, кăçалхи çуркуннене ăнланса пĕтермелле те мар: май уйăхĕнче те апрель пуçламăшĕнчи пек сивĕ тăчĕ, упа сурчăкĕ пек çумăр пĕрĕхсе хирте ĕçлекенсене хытă пăшăрхантарчĕ, хушăран юр та вĕçтеркелерĕ.
Июнь уйăхне кĕрсен те ăшшине питех курмарăмăр-ха. Каçсерен самаях сивĕ, МЧС тăм ỹкес хăрушлăх пурри çинчен те пĕлтерсех тăрать. Çакăн пек сивĕ те йĕпе-сапаллă çанталăкра иртрĕ кăçалхи çураки. Апла пулин те пирĕн ертỹçĕсемпе механизаторсем, ака-суха ĕçĕсене хутшăннă ытти çынсем çухалса каймарĕç, чăтăмлăхпа тỹсĕмлĕх кăтартса, ырми-канми тăрăшса çуракине ăнăçлă вĕçлерĕç. Вĕсене мухтамасăр чун чăтмасть.
... "Колос" ООО уй-хирĕ ĕлĕкхи пуян колхозăнне аса илтерет. Ку пĕрре те ỹстерсе калани мар: 250 гектар çинчи кĕрхи тулă та, 570 гектар çинчи çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем те, 400 гектар çинчи сахăр чĕкĕнтĕрĕ те хỹхĕм çитĕнеççĕ. Çумкурăксемпе хими пулăшнипе кĕрешеççĕ. Хирсем таса та илемлĕ, халь тесен халь кино ỹкерме пулать.
- Кăçалхи çанталăк пирĕн кăмăл çирĕплĕхне тĕрĕслерĕ: пултаратпăр-и-ха эпир йывăрлăхсене çĕнтерме? Пултаратпăр иккен, - çĕкленỹллĕ шухăш-ĕмĕтпе сăмахларĕ Виталий Захаров директор.
Виталий Федорович Петр Захаров, Николай Захаров, Петр Макаров, Геннадий Макаров тата ытти механизаторсене чунтан ырласа асăнчĕ.
"Колоспа" Геннадий Макаров фермер хуçалăхĕ чикĕленет. Калас пулать, Геннадий Николаевич кăçалхи çуракине те ытти çулсенчи пекех лайăх пахалăхпа ирттернĕ. 540 гектар çинче тырă акнă, калча пĕр тикĕс шăтса тухнă. Кăçал пуçласа хĕвелçаврăнăш тата севок-сухан акнă.
- Рынок саманинче тырă акса тунипе çеç лăпланса пурăнмалла мар, тупăшлă культурăсене анлă çул памалла, - çапла шутлать фермер. Геннадий Макаров выльăх-чĕрлĕх йышне, çав шутра сăвакан ĕнесен шутне те ỹстерме палăртать.
Районти чи опытлă ертỹçĕсенчен пĕри - "Искра" хуçалăха чĕрĕк ĕмĕр ытла ертсе пыракан Менир Хамдеев - пире кĕрхи тулă хирĕнче кĕтсе илчĕ. 150 гектар йышăнать çак культура, минерал удобренийĕпе апатлантарнă хыççăн парка та илемлĕн курăнать.
Çурхи культурăсем те вăй илсе çĕкленеççĕ. 110 гектар çинчи куккурус речĕсем те палăрма тытăннă. Ăшă кирлĕ, ăшă...
Ильдар Алиуллов фермер хуçалăхĕ те çуракине тăрăшса ирттерни паян яр-уççăн курăнать: мĕн акни пурте лайăх шăтса тухнă. Ильдар Рашидович кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, хĕвелçаврăнăш валли пысăк лаптăк уйăрнă.
Анат Чаткасри пĕртăван фермерсене - Андрейпе Юрий Юнкеровсене - мухтамасăр мĕнле чăтăн-ха? Çĕрулми анисем уйрăмах килĕшрĕç: çип çапнă пек тỹрĕ йăрансем çине ытараймасăр пăхса тăтăмăр. Тĕштырăсем те пысăк тухăçлă çитĕнессе кĕтме пулать. Çумкурăксемпе хими пулăшнипе кĕрешеççĕ.
Хĕрлĕ Васан паççулккинчи Василий Павлов фермер ĕçлемесĕр тăнине эпĕ пĕрре те курман. Халĕ те Николай Горбунов механизаторпа иккĕшĕ таса пусă валли уйăрнă хире çĕрнĕ тислĕк кăларатчĕç.
- 520 гектар çĕрпе усă куратăп, - пĕлтерчĕ Василий Николаевич. - Тулă, урпа, пăрçа, нумай çул ỹсекен курăксем çитĕнтеретĕп. Кĕрхи тулă та лайăх хĕл каçрĕ.
Фермер выльăх-чĕрлĕх йышне те ỹстерсех пырать: темиçе пуç лаша, сурăх, вăкăр усрать. Сăвакан ĕнесен йышне те 15 пуçа çитернĕ.
Игорь Быков фермер хуçалăхĕнчи 260 гектар çинчи кĕрхи тулла комисси чи пысăк хак пачĕ. Ытти культурăсем те аван. Кĕркунне пĕтĕм лаптăка сухаласа хăварнин, таса пусă валли çĕр уйăрнин усси куç умĕнчех. Хуçалăхра гербицидсемпе те анлăн усă кураççĕ.
Карапай Шăмăршă тăрăхĕнчи Олег Хлюкинпа Владимир Алексеев фермерсем те хăйсем акнă хирсемпе мухтанма пултараççĕ: чăн-чăн çĕр ĕçченĕсем тăрăшни кĕркунне пуян тырпулпа савăнтарĕ. Кĕрхи тулă лаптăкĕсем куçа илĕртеççĕ. Эх, районти пур хуçалăхра та çакăнти пек пулсанччĕ!
Унчченхи "Шанс" ООО çĕрĕсене çĕнĕ хуçа - Валерий Кузнецов фермер - лайăх пахалăхпа акнине те комисси ырларĕ. Фермер выльăх-чĕрлĕх ытларах усраса тупăш курма тĕллев лартни те хуçалăх тилхепине чăн-чăн хуçа тытса пыма пуçланине çирĕплетет.
Асанкассинчи Валерий Юмановпа Сергей Данилов фермерсен уй-хирĕ те ешĕлленсех пырать. Сергей Данилов халĕрех çеç Етĕрне районĕнчи "Ленинская искра" хуçалăхран 5 пуç ăратлă ĕне выльăх туянни çинчен савăнсах пĕлтерчĕ. Хакĕ те пĕчĕк мар ĕнтĕ - 675 пин тенкĕ тỹленĕ. Çапах та ялта ĕне усрани тупăшлă тесе шутлать фермер. Халĕ вăл 20 пуç мăйракаллă шултра выльăх усрать, çав шутра сăвакан ĕнесем 10 пуç. Кĕркунне, тырă тухăçĕ лайăх пулсан, тата 5 пуç хура-ула ăратлă ĕне туянма ĕмĕтленет.
Чукалти Валерий Симурзин фермер нумай çул хушши ĕнтĕ çĕрулми çитĕнтерет. Кăçал та 30 гектар ытла лартса хăварнă. Çак кунсенче кăна-ха путвалта упраннă "иккĕмĕш çăкăра" тупăшлă вырнаçтарнă: килограмне 25-шер тенкĕпе сутнă. Укçа вĕт ку, пысăк укçа.
Валерий Николаевич малашне выльăх-чĕрлĕх ферми йĕркелеме те ĕмĕтленет. Хальлĕхе ватă мар-ха, мĕншĕн тăрăшса ĕçлес мар?
Калчасем мĕнле шăтса тухнине тĕрĕслекен комисси районти кашни хуçалăхрах пулчĕ, лайăххипе пĕрлех çитменлĕхсене те асăрхарĕ. Кăçал районĕпе 7250 гектар (ака планĕн 105 проц.) тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсем акса хăварнă. Çывăх вăхăтрах кун çумне тата 150 гектар хуратул хутшăнĕ.
Çавăн пекех 420 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ, 1470 гектар хĕвелçаврăнăш акнă.
Çанталăк ăшăтса пынă май (çулла вĕт, ыррине шанас килет!) калчасем хĕвел еннелле çĕкленĕç, уй-хир кунсерен илемленсе куçа илĕртме тытăнĕ. Çапах та çуракине ирттернипех хирти ĕç пĕтрĕ теме çук: çумкурăксем хуть те мĕнле çанталăкра та тĕлĕрмеççĕ, вĕсемпе вăхăтра кĕрешмесен пысăк тухăç илеймĕн.
Комисси ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов ертсе пычĕ, умри тĕллевсене çивĕчлетсе ырă канашсем пачĕ. Уйрăммăн илсен, Владимир Васильевич çĕрĕçĕнче наука вĕрентĕвĕсемпе анлăн усă курмаллине, выльăх апачĕ ытларах хатĕрлесе фермăсен продуктивлăхне ỹстермеллине палăртрĕ.
- Çĕре акмасăр хăварнă пĕр тĕслĕх те район чысне, ял ятне ярать, - терĕ Владимир Васильевич. - Çĕр вăл тăван анне пекех-çке, хамăра тăрантаракана мĕнле хисеплемелле мар-ха?
Ив.САЛАНДАЕВ.
АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики