Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çурта çинче - куççуль тумламĕ…

16:57 22 июня 2017 г.

1941 ÇУЛХИ июнĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Унтанпа нумай çул иртрĕ пулин те, вăрçă кỹнĕ хĕн-хурпа асап манăçмасть, фронтра тата киле таврăнсан вилнĕ салтаксемпе офицерсен ячĕсем те - халăх чĕринче. 

Асăнупа хурлану кунĕнче район центрĕнчи палăк умĕнче митинг пулса иртрĕ. Унта ĕç коллективĕсемпе пĕрлех тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенчи хĕн-асапа тỹссе ирттернĕ тыл ветеранĕсем те хутшăнчĕç. Асăну çуртине çуртнă май, митингра тухса калаçнисем пурне те çĕр çинчи çирĕп миршĕн кĕрешме чĕнсе каларĕç. Пире вăрçă кирлĕ мар, сенкер тỹпере яланах мир хĕвелĕ çутаттăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисен ячĕсене ĕмĕр асра тытăпăр.

Çак хурлăхлă кун Шăмăршăри вăтам шкул çумĕнчи "Веснушки" сывлăх лагерĕнче канакан ачасем вăрçăра вилнисене хисеплесе лартнă палăк патне килсе асăну çуртине çутрĕç. Çамрăк ăру вăрçă паттăрĕсене яланах асра тытма, Тăван çĕршыва чĕререн юратма шантарса тупа турĕ.

 

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика