15:33 26 июля 2017 г.
ХĔВЕЛЛĔ те тỹлек çанталăкшăн çĕр ĕçченĕ паян тем пама хатĕр. Ытла та йăлăхтарса çитерчĕ-çке кашни кун тенĕ пек çумăр чăшăлтатни! "Çумăр çăвать, çумăр çăвать, çумăр çăвать ман çине" юрра илтмессерен радиона чарса хуратăп. Ял çыннине юриех тарăхтарнă пек туйăнать.
Игорь Быковăн фермер хуçалăхĕнче кĕрхи тулă 260 гектар йышăнать. Июль уйăхĕ вĕçленсе пырать пулин те, тырă пиçсе çитнĕ теме çук. Сулхăн та çумăрлă çанталăк тăчĕ пулин те, пучахсем вăрăм та сулмаклă. Минерал удобренийĕпе апатлантарни, çумкурăксемпе хими пулăшнипе кĕрешни пысăк тухăçпа тарăнасси куç умĕнче.
Çапах та хирти тухăç пỹлмери мар-ха, тырпула пуçтарса кĕртмесĕрех савăнма хушман ватăсем.
Техника паркĕн картишĕнче хăватлă виçĕ "Дон" комбайн хĕвел çинче çиçсе-çуталса ларать. Тупата, пылчăк мар, тусан пĕрчи те палăрмасть "хир карапĕсем" çинче! Тирпейлĕ те ăста çынсен аллинче техника вăрăм ĕмĕрлĕ пулать, хĕрỹ вырмара çĕмĕрĕлсе тарăхтармасть.
- Хĕрĕхмĕш вырмана хутшăнатăп, - пĕлтерчĕ тахçантанпах палланă "авалхи" юлташăм Владимир Иванов.
Владимир Анатольевич - "ылтăн алăллă" çын. Çуракинче Т-150 тракторпа çĕр хатĕрлерĕ. Халĕ, акă, тырпула пуçтарса кĕртме тухать.
- Володя ахаль комбайнер мар, механик е инженер тесен те юрать!- шỹтлесе илчĕ техника картишĕн хуçи Николай Миронов.
Чăнах та çапла: Владимир Иванов çамрăк чухне Çĕрпỹри ялхуçалăх техникумне пĕтерсе техник-механик-организатор специальноçне илнĕ. Апла пулин те, пуçлăх пулас темен, тракторпа тата комбайнпа ĕçлесех ырă ят çĕнсе илнĕ.
Тепĕр "Дон" комбайнпа Владимир Анатольевичăн ывăлĕ Александр ĕçлет. Саша мĕн пĕчĕкрен ашшĕпе пĕрле хирте ĕçленĕ, темиçе вырмара комбайнера пулăшаканĕ пулнă. Халĕ, акă, хăй тырă пуçтарса кĕртме хатĕрленет.
Эпир, журналистсем, комбайнера "хир карапĕн капитанĕ" тесе çырма хăнăхнă. Виççĕмĕш "Дон" хуçи - Владимир Акимов - Совет çарĕнче капитан пулнă. Запаса тухсан шалти ĕçсен службинче вăй хунă, майор званине илнĕ. Çавăнпах юлташĕсем ăна е "капитан", е "майор" тесе чĕнеççĕ. Çиленмест куншăн Владимир Павлович: унчченхи çар офицерĕ мирлĕ ĕçре те хастарлăх кăтартать.
Владимир Акимов ача чух ашшĕпе пĕрле комбайнпа ĕçленине, хăмăл çийĕн çарран утнă чух урисене юн тухичченех ыраттарнине аса илчĕ.
- Чи асра юлни - пирĕн комбайн бункерĕ çине ỹкернĕ çичĕ çăлтăр, - терĕ Владимир Павлович. - Вырмара çичĕ пин центнер тырă çапса ăмăртура мала тухрăмăр. СК-5 "Нива" комбайншăн çак кăтарту питĕ пысăк пулнă.
- "Донпа" вунă пин центнер та пухса çапма пултаратăр вĕт! - йăл! кулса сăмах хушрăм эпĕ.
Капитан пĕрре те кулмарĕ, офицерла çирĕппĕн каларĕ çеç:
- Çĕршыв хушсан, çапатпăрах! "Тырă нумайрах - çĕршыв пуянрах, - тетчĕç ĕлĕкрех. Çак каларăш халĕ те кивелмен тесе шутлатăп.
КОМБАЙНЕРСЕМ паян тесен паян хире тухма хатĕр. Тырă ĕлкĕрессе çеç кĕтеççĕ. "Хĕвеллĕ çанталăк тăрсан, тепрер вунă кунтан тырă вырма та тухатпăр", - теççĕ.
Çапла пултăрччĕ. Хĕвелсĕр епле-ха? Хресченĕн çутă ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕччĕрех!
Ив. САЛАНДАЕВ.
АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики