Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕлтĕрхи дербист Палика - кăçалхи чемпион

13:17 01 августа 2017 г.

Пĕлтĕрхи дербист Палика - кăçалхи чемпион

   Çук, пĕтмен-ха Шăмăршă çĕрĕ çинче пăхаттирсем! Çакна пирĕн спорт çитĕнĕвĕсем те яр-уççăн çирĕплетеççĕ.

      Акă, иртнĕ вырсарникун Ульяновск хулинчи ипподромра çуллахи Пысăк приза çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ ăмăрту иртнĕ. Унта пирĕн районти Палика урхамах та хутшăннă, 1600 метра 2 минут та 2,01 çеккунтра чупса тухса Ульяновск ипподромĕн реккордне çĕнетнĕ. Палика Элита приза тивĕç пулнă. Пирĕн корреспондент урхамах хуçипе - Шăмăршăра пурăнакан Валерий ЕРЕМЕЕВПА тĕл пулса калаçнă.

-  Валерий Петрович! Пирĕн вулакансене Паликăпа паллаштараймăр-ши?

-  Палика - кĕсре, 2012 çулта çуралнă. Унăн амăшĕ - Пальма, ашшĕ - Карнавал. Çак урхамахсем Шăмăршăра çеç мар, çĕршыври тĕрлĕ ипподромсенче мала тухнă. Карнавал Мускав ипподромĕнче дерби çĕнсе илнĕччĕ. Паликăн кукамăшĕ - Педагогика - пĕр ăмăртура та ытти урхамахсене хăйĕнчен ирттермен. Мăнукĕ те ăна хуни савăнтарать.

-  Паликăн унчченхи çитĕнĕвĕсене те асăнар пулĕ?

- 2016 çулта пирĕн Палика Ульяновск ипподромĕнче дерби чупăвĕн чемпионĕ пулнăччĕ, пысăк приза тивĕçрĕ. Дерби вăл -  лашан ĕмĕрĕнче пĕрре пулакан çав тери пысăк ăмăрту. Çавăн пекех Палика Роксана призне çĕнсе илчĕ. Тепĕр çĕнтерỹ - Раççейри чи лайăх наездниксене асăнса çирĕплетнĕ Приза çĕнсе илни.

- Паллах, урхамах хăй кăна мала тухаймасть. Унăн наездникĕн чи вăйлă спортсмен пулмалла, лашасене чунтан юратмалла.

-  Çапла, пирĕн район çыннисем Александр Васильевич Максимовпа чăннипех те мухтанма пултараççĕ. Унăн Турă панă талант пур тесе çирĕплетсех калатăп. Александр Васильевич лашасене мĕн пĕчĕкрен юратса ỹснĕ, çак юрату ăна ашшĕнчен - Василий Ивановичран - куçнă. Александр Максимов пек пултаруллă çынсем пур чухне Шăмăршăра лаша спорчĕ пĕтмест-ха, вĕсене пулăшса-хавхалантарса пырсан тем пекех лайăх пулĕччĕ. Августăн 5-мĕшĕнче пирĕн Палика тата Водка Де Ракьюс (вăл - Францире çуралнă, хуçи - Александр Максимов) Етĕрнери лаша завочĕн ипподромĕнче иртекен пысăк ăмăртăва хутшăн ĕç. Унта Атăл тăрăхĕнчи чи вăйлă урхамахсем килĕç. Эпир çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртура та çĕнтерме ĕмĕтленетпĕр.

Ив. САЛАНДАЕВ калаçнă.

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика