09:07 08 августа 2017 г.
ПУÇЛАНЧĔ! Ытларикун Игорь Быковăн фермер хуçалăхĕнче виçĕ "Дон" комбайн кĕрхи тулла тỹрремĕнех вырса çапма тытăнчĕ. Ашшĕпе ывăлĕ Владимир Анатольевичпа Александр Ивановсем тата Владимир Акимов ылтăн тĕс çапнă хирте каçалăк хыççăн каçалăк тăваççĕ.
Ĕлĕкрен пыракан ырă йăлапа, вырмана хутшăнакансене ăнăçу сунма район ертỹçисем те килнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕсем Владимир Петьковпа Олег Алексеев вăрăм та йывăр пучахсене алла тытнă май чунтан савăннине пытармарĕç.
- Гектартан 30 центнер ытла тухатех, - пĕлтерчĕ Олег Алексеев. - 260 гектарĕ те çапла пысăк тухăç парсан кĕлет тулли тырă пулĕ.
Вырма пуçланнă ятпа Кивĕ Шăмăршă чиркĕвĕн настоятелĕ Изосим атте кĕлĕ вуларĕ, комбайнерсене пехил сăмахĕсем каларĕ.
- Кăçалхи тыррăн кашни пĕрчи тарпа шăварăннă, - терĕ таса атте. - Çак хаклă пĕрчĕсене тирпейлĕ пухса илме сире Турă пулăшса пытăр.
... АКĂ, Владимир Акимов комбайнер бункер тулнине систерсе сигнал пачĕ. Ун патне çийĕнчех ГАЗ-53 автомашина çитсе чарăнчĕ. Николай Яковлев водитель кузов çине ылтăн тырă юхнине ытараймасăр сăнать. 42 çул ытла руль умĕнче Николай Геннадьевич. Коллективра ăна хисеплеççĕ, "Коля тете пулсан ĕç ăнать", _ теççĕ.
Тулли кузовлă автомашина йĕтем çине çул тытрĕ. Кунта ăна Светлана Ефимова заведующи кĕтсе илчĕ. Самосвал ангара тырă пушатрĕ те, каллех комбайнсем патне васкарĕ.
Илсе килнĕ тырра нумай вырттармаççĕ - Юрий Терентьевпа Петр Филиппов машинистем сортировкăпа тасатса вăрлăх хатĕрлеççĕ.
Кĕр тыррисем çуллен тенĕ пекех лайăх тухăçпа савăнтарнине кура, кăçал та "московская - 39" сортлă тулла 260 гектартан кая мар акасшăн. Пĕлтĕрхи пекех, акана минерал удобренийĕпе туллин усă курса ирттерĕç.
Ытларикун "АгроТранСпорт" ОООра та вырма ĕçĕсем пуçланнă. Кĕрхи тулă тухăçĕ кунта та пысăк пуласса кĕтеççĕ. Çанталăк çеç ан чăрмантартăрччĕ, çĕр ĕçченĕсен ырă ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕччĕрччĕ.
Ив. САЛАНДАЕВ.
АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики