Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шыва кĕнĕ чух асăрхануллă пулар!

09:20 24 августа 2017 г.

Шыва кĕнĕ чух асăрхануллă пулар!

Çанталăк шăрăх тăнине кура çынсем шыв патнеллех туртăнаççĕ. Анчах та нумайăшĕ асăрханусăрлăх пирки шутлама мансах каять. Шыва кĕмелли правилăсене те пĕлмест. Пĕвесем хĕрринче ачасене те аслисемсĕрех шыва кĕнине курма пулать. Ку вара инкек патне илсе çитерме те пултарать. 

Хĕвел хĕртсе пăхнă чухне шыва кĕме ан тăрăшăр. Шыв температури 17-19 градусран пĕчĕкрех ан пултăр. 20 минут ишнĕ хыççăн канăр. Тăхтав вăхăтĕнче нумай хускалмалли вăйă выльăр.

Хĕвел çинче вăрах пулнă хыççăн шыва кĕме тăхтăр. Мышцăсем хутланнипе сывлăш çулĕ хупланма пултарать.                                                                                                                   Шыва ан сикĕр: пĕве тĕпĕнче мĕн выртнине пĕлме çук. Хăвăр вăя шанмастăр тăк аякка ан ишĕр. Ывăннине туйсан çыран хĕррине çитмешкĕн васкама кирлĕ мар. Çурăм çине çаврăнăр та ал-урана майĕпен хускатăр. Юхăмпа "ан кĕрешĕр”. Вăл сире çыран хĕррине çитме пулăшĕ.  Авăра лексен ан çухалăр. Тарăннăн сывласа илĕр те шыва чăмăр, айккинелле ыткăнса тухăр.

Вĕрсе хăпартнă матрас, тетте, автомашина камери çинче ан ишĕр. Çил, юхăм вĕсене çырантан инçе илсе кайма пултарĕ, хум çавăрса çапĕ.
Ишнĕ чухне ан кăшкăрăр. Шыв ÿпкене тулĕ. Чыхăнсан хума хирĕç çурăмпа çаврăнса тăрăр. Чавса тĕлĕнче хуçлатнă алăсемпе кăкăрăн аялти пайне чăмăртăр. Темиçе хут хăвăрт сывласа кăларăр. Сăмсана шывран тасатăр, çăварпа сывлăр. Васкамасăр малалла ишĕр.
Путакан çынна курсан васкавлă пулăшу чĕнĕр, тумтирпе пушмака хывса инкек тÿсекене çăлма васкăр.
Çын шывра тÿрĕ тăрать пулсан е хырăм çинче выртать тĕк ун патне хыçалтан ишсе пырăр та çÿçĕнчен туртса е алла янах айĕнчен ярса пуçне çĕклĕр, çурăм çине çавăрăр. Унăн пичĕ шыв çинче пултăр.
Хăвăра алăран, мăйран ан тыттарăр. Ăна çурăмпа çавăрăр та хул пуççинчен çаклатăр.
Çырана тухсан инкек тÿсекене хуçлатнă ура çине хырăмпа хурăр. Унăн çăварне, сăмсине шывран, çÿп-çапран тасатăр. Алăсемпе кăкăрне пусса сывлав çулĕсенчен шыв кăларăр. Сывламасть пулсан çурăмĕ çине вырттарăр та чĕрине массаж тăвăр е искусственнăй майпа сывлаттарăр /çăварне сывлăш вĕрсе кĕртĕр/.

 

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика