Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ырă ячĕ ĕмĕрех асра

18:03 14 сентября 2017 г.

Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ, тăван районăн чăн-чăн патриочĕ, нумай çул хушши совет тата патшалăх органĕсенче тỹрĕ кăмăлпа вăй хунă Василий Иванович Максимов çуралнăранпа 75 çул çитрĕ.

Çак ятпа ĕнер районта асра юлмалли мероприятисем иртрĕç. Чăн малтан Василий Ивановича çывăх пĕлнĕ çынсем тата унăн ĕçри юлташĕсем район администрацийĕнче тĕлпулу йĕркелерĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов Василий Ивановичăн ячĕ тỹпере çутă çăлтăр пек янăраса тăнине, вăл тунă ырă ĕçсене халăх нихăçан та манманнине палăртрĕ.

Василий Ивановича аса илсе нумай-нумай ăшă сăмах каларĕç, вăл тăван районшăн, республикăшăн тунă ырă ĕçсене палăртса хăварчĕç.

Унтан хăнасем Василий Максимов çуралса ỹснĕ ялта - Анат Чаткасра пулчĕç. Василий Ивановичăн вилтăприйĕ çине чечек кăшăлĕсем хурса пĕр самант шăп тăчĕç.

Çак вăхăтра çуса иртнĕ çумăр куçсенчи куççуль тумламĕсемпе пĕрлешрĕ.

Ялти тĕп шкулта тата музейре пулни те асра юлчĕ. Манмаççĕ чаткассем хăйсен ентешне, асрах тытаççĕ. Çакна ял çыннисем чĕререн каларĕç.

Малашне кашни çулах Василий Иванович çуралнă кун ялта ун ячĕпе спорт ăмăртăвĕ ирттерме килĕшсе татăлчĕç.

Н.ИЛЬИНА.

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика