09:09 17 ноября 2017 г.
Аван-и, хисеплĕ те хаклă вулаканăмăр! Юратнă хаçата - «Шăмăршă хыпарне» - 2018 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче илсе тăма çырăнтармалли тапхăр хĕрсех пырать.
Хаклă вулаканăмăрсене эпир паян ырă та савăнăçлă хыпар пĕлтерме васкатпăр. «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ ноябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 20-мĕшĕччен çырăнтару акцийĕ ирттерет. Кам та кам çак вăхăтра пирĕн хаçата çырăнса юлать, вăл хăйĕн телейне тупма - пĕр машина вутă выляса илме пултарать! Юратнă вулаканăмăр, пĕр машина вутăллă пулас тесен хăвăртрах хăвăр ялти почта уйрăмне çитме васкăр! Е пирĕн пата редакцие килсе çырăнăр! Çырăннă квитанци хыçне хушаматăра, ятăра тата хăвăр адреса çырăр та ăна хăвăртрах хаçат редакцине илсе çитерме васкăр, тен, хисеплĕ вулаканăм, телейли эсĕ пулăн? Пĕр машина вутă выляса илсен ăна сирĕн килĕр умне пушатсах хăварĕç.
Лотерея вылявĕнче пурнăçра кирлĕ ытти япаласем те пулĕç. Сăмахран, пĕр кĕленче «Шампанское» эрех. Çĕнĕ çул уявĕнче çак кĕленчене уçса пĕр-пĕрне телей сунар, «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат парни сире савăнăç кỹрĕ.
Çырăнар-ха «Шăмăршă хыпарĕ» -
Хаçат сире пурăнма хавхалантарĕ!
Сире ăнăçу та телей сунса - Наталия Ильина тĕп редактор.
АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики