Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хаçат парнисем савăнтараççĕ

10:22 12 января 2018 г.

Акă ĕнтĕ сисмерĕмĕр те, 2017 çул та хыçа юлчĕ. Умра - çĕнĕ çул: нумай ырă ĕмĕтсем, çĕнĕ пуçарусем, çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм...

"Шăмăршă хыпарĕ" хаçата çырăнакансем йышлă пулни пире савăнтарать. Паянхи номер 2044 экземплярпа пичетленчĕ.

Хаçата çырăнса илекенсене мĕн пур кăмăлтан саламлатпăр, пурнăçра ăнăçупа телей сунатпăр. Малашне те пĕрле пулар, туссем! "Шăмăршă хыпарне" çырăнса илекенсем хушшинче телейлисем, ăнăçуллисем те пур. Паян эпир вĕсене сирĕнпе хаваспах паллаштаратпăр. Хаçат тусĕсем, Шăмăршăри Садовая урамра пурăнакан Николай Николаевичпа Зинаида Васильевна Леонтьевсем хаçат çырăнса пĕр машина вутăллă пулчĕç.

- Ĕненес те килмест... Мĕн тери пысăк савăнăç, телей! Пĕр машина вутă выляса илни пирĕншĕн Хĕл Мучин пысăк парни пулчĕ пулĕ. Хаçат çырăннă квитанцие редакцие парса хăварнă кунхине мана редакци ĕçченĕсем: «Сирĕн кунта почтăри пичечĕ çук», - тесе каялла ячĕç. Эпĕ ỹркенсе тăмарăм, почтăна кайса пичет çаптарса килтĕм. Ну, пĕр машина вутă пирĕн пулатех, терĕм. Чăнах та, сăмахăм тỹрре килчĕ. Пысăк тав сăмахĕ «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатра ĕçлекенсене, - савăнăçне пытармарĕ Зинаида Васильевна.

- Юратнă хаçата кашни çулах çырăнатпăр. Районта пулса иртекен хыпарсене шăпах унта вуласа пĕлетпĕр те. Вутă маншăн çĕнĕ çул парни çеç мар, Çуралнă кун ячĕпе пысăк парне пулчĕ, - калаçăва хутшăнчĕ кил хуçи Николай Николаевич.

Шампань эрехне çĕнсе илнисем те чылаййăн: А. Захаров (Шăмăршă), О. Давыдова (Шăмăршă), В.Калашникова (Шăмăршă), Е.Верьялова (Шăмăршă), В.Чашкин (районти ĕçпе тивĕçтерекен центр), Л.Иванова (район больницин терапи уйрăмĕ), Л.Локтина («Росгосстрах» страхлакан компани агенчĕ), Э.Можаева (Пăчăрлă Пашьел шкул директорĕ). Район администраций.н пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата строительство пайĕн специалисчĕ А.Севрюгина хаклă йышши армян коньякне выляса илчĕ. Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Чамеев тимĕр витреллĕ пулса савăнчĕ, çак ял тăрăхĕнчех ĕçлекен тата пурăнакан Н.Борзова шампань эрехне, Е. Борзова çĕнĕ çул теттине тивĕçрĕç.

«Шăмăршă хыпарĕ» хаçат парнисене тивĕçнисем, чăнах та, чылай. Вĕсене пурне те хаçатра çырса та пĕтереймĕн. Хăшĕ-пĕри парнисене уяв концерчĕ вăхăтĕнчех сцена çине хăпарса илчĕ, нумайăшĕн паян кунччен те парнисем редакцире хуçисене кĕтсе выртаççĕ. Вĕсем: В. Розова (Ярăслав) - хупăлчаллă витре, Е. Кузьмина (район больници) пăр çунашки, Н.Муллин (Çĕнĕ Чукал) - стакансен пуххи, Т.Романова (район больницин хирурги уйрăмĕ) - ывăс, Г.Фадеева (Анат Чаткасри почта уйрăмĕ) - салатница, Н. Архипова (Шăмăршă шкулĕ) - чăрăш çине çакмалли теттесем, П.Лукьянов (Ярăслав) - «Fa» парне наборĕ, Н.Иванова (Карапай Шăмăршăри психоневрологи интерначĕ) - тазик, Н.Краснов (Васан) - микроволновкăра усă курмалли савăт-сапа, Л.Деомидова (район больницин хирурги уйрăмĕ) - тазик, Н.Арьяхова (Виçпỹрт Шăмăршă) - Çĕнĕ çул тетти, Л.Тимагина (Асан- касси) - «Fa» парне наборĕ. Çак хаçат тусĕсене эпир редакцинче хапăл туса кĕтетпĕр!

Хаçат редакцийĕ вутă тата парне спонсорĕсене - Кивĕ Чукалти И. Кувайские тата Анат Чаткасри И.Морозова чĕререн тав тăвать.

Хисеплĕ те хаклă вулаканăмăрсем! Çĕнĕ çула çакăн пек савăк та хаваслă кăмăл-туйăмпа утса кĕни сире те, пире те çав тери савăнтарать. Малашне те хаçатпа туслă пулăр, пирĕн пата кĕрсе тухăр, шăнкăравлăр! Эпир сире курма-илтме яланах хавас пулăпăр. Ăнăçу вара яланах сирĕнпе пĕрле çỹретĕр!

Н.Ильина , тĕп редактор.

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика