26 июля 2008 г.
ВАТĂ механизатор, хĕрĕх çичĕ çул гусеницăллă тракторпа ĕçленĕ хресчен, «Искра» хуçалăхăн хисеплĕ колхозникĕ Михаил Иванович Скворцов калани асăмран тухмасть.
– Çамрăксем çĕртен писрĕç, – терĕ вăл ассăн сывласа. – Ялта трактористсем, комбайнерсем, шоферсем çитмеççĕ. Пустуй сулланса çÿреççĕ – трактор çине тилхепепе сĕтĕрсен те лартаймăн. Ман шутпа, çакăнта ашшĕ-амăшĕсен те, шкулăн та, патшалăхăн та айăп пысăк. Яла кирлĕ профессисене хисеплеме пăрахрăмăр, тивĕçлипе тÿлейменнипех çамрăксем механизатор пуласшăн мар. Ăçта, мĕн патне çитсе ÿкĕпĕр капла ; Хамăрăн кадрсем çуккипе, Китай çыннисем тырă акса-вырса парĕç-ши малашне;
Михаил Ивановичăн сăмахĕсемпе эпĕ пĕтĕмпех килĕшетĕп. Паян районти хăш хуçалăх ертÿçи трактористсемпе комбайнерсем çитеççĕ тесе калама пултарĕ-ши; Ваттисем тивĕçлĕ канăва каяççĕ, çамрăксем вара техникăпа ĕçлесшĕн мар.
«Мускав укçи пăсрĕ арçынсене, – терĕ мана Васанта пурăнакан пĕр пĕлĕшĕм. – Мускава кайса ĕçлесе килеççĕ те, шик! шăхăрса пурăнаççĕ. Вĕсене уй-хир те, ферма та кирлĕ мар».
Мускавĕнче те укçине ĕçлемесĕр памаççĕ пуль-ха, вунă-вун пилĕк пиншĕн нумай тар тăкма, сывлăха пĕтерме тивет пуль. Тăван хуçалăхра тракторпа тăрăшса ĕçлесен, тухăçлă тыр-пул çитĕнтерсен, тен, ялта та аванах укçа ÿкĕ;
Мана тата çакă пăшăрхантарать. Кашни çулах, учительсен августри канашлăвĕнче, сăмах илекенсем пурте миçе вĕренекен аслă шкулсене кайса кĕнипе мухтанаççĕ. Эх, илтесчĕ вĕсенчен миçе выпускник механизатор, ĕнесене машинăпа сăвакан оператор е ялта кирлĕ ытти профессисене суйласа илни çинчен! Çук, илтеймĕр, мĕншĕн тесен çак цифрăсене никам та пуçтармасть тата «çÿлтисем» те ыйтмаççĕ.
Пĕр пытармасăр калар-ха: аслă шкулсене вĕренме кĕнисене мухтасси, яла юлнисене иккĕмĕш сортлă çамрăксем пек хакласси учительсенченех пуçланмасть-ши;
Тепĕр тесен, ашшĕ-амăшĕн укçипе аслă шкула кайса кĕнĕ ывăла е хĕре çав териех мухтани кирлех-ши;
Юлашки çулсенче юристсемпе экономистсен, учительсен, бухгалтерсен йышĕ кирлинчен темиçе хут ÿссе кайрĕ, университетсемпе академисем, институтсем вĕсене хатĕрлеççĕ те хатĕрлеççĕ. Диплом илнĕ çамрăксем ĕçсĕррисен йышне ÿстереççĕ, ашшĕ-амăшĕсене пăшăрхантараççĕ. Ачине пилĕк çул вĕрентме миçе вăкăр укçи тăкакланнине вĕсем кăна пĕлеççĕ...
Районти хуçалăхсем çĕнĕ, пысăк хăватлă техника туянма пуçларĕç. Вĕсене ĕçлеттерме тарăн пĕлÿллĕ, ăста çынсем кирлĕ. Ăçтан тупмалла-ха вĕсене; Ирĕксĕрех мĕн пуррипе çырлахма тивет. Ахальтен-им хаклă техника хăвăрт çĕмĕрĕлнĕ, юрăхсăра тухнă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ.
Каçарччĕр та мана ертÿçĕсем, çапах та сирĕн пата та ÿпкев сăмахĕ пур. Çамрăксем техникăпа хапăл тусах ĕçлеччĕр, чăн-чăн çĕр çынни пулма вĕренччĕр тесен, вĕсене тивĕçлипе тÿлесех пулать. Сахал укçа тÿленипех ĕçленĕ вăхăтсем иртсе кайрĕç ĕнтĕ, пурнăç хаклансах пырать. Шкул пĕтерекен çамрăксемпе тăтăшрах тĕл пулăр, вĕсене яла кирлĕ специальноçсене суйласа илме ÿкĕтлĕр. Ашшĕ-амăшĕсемпе пĕр чĕлхе тупăр, ял малашлăхĕ çамрăксенчен килнине каласа ăнлантарăр.
Китай çыннисем мар, хамăр механизаторсемех çитĕнтерччĕр тыр-пула, хамăр комбайнерсемех ылтăн тырра вырса пухччĕр. Тăван çĕршывăмăрта хамăрах хуçа пуласчĕ.