30 июля 2008 г.
– ВЫРМАНА икĕ «ДОН-150 Б» комбайн хутшăнать, – терĕ «Колос» Агрофирма» ЗАО тĕп агрономĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ Николай Воробьев.
Павел Рожновпа Николай Борисов комбайнерсем иккĕмĕш сезон çеç ĕçлекен, вĕр-çĕнĕ пекех йăлтăртатса тăракан «хир карапĕсемпе» кăмăллă: «Донсем» кăçал та хăватлăн «ишĕç».
Тырă «тинĕсĕ» вара пĕчĕк мар: 400 гектар кĕр тыррисемпе 700 гектар çурхи тырăсене пуçтарса кĕртмелле. Пучахсем пысăк та йывăр пулни тухăç вăйлă пуласса шанма май парать. «Гектартан 30-шар центнер ытла илетпĕрех» – хавас кăмăлпа пĕлтерчĕ пире комбайнер помощникĕ Анатолий Петров.
Анатолий Федорович – вырăнти çын, мĕн ачаран çĕр ĕçĕнче пиçĕхсе ÿснĕ. Хăватлă «Дон» комбайнпа ĕçлеме тивнишĕн çав тери савăнать вăл. «Нивăсен» ĕмĕрĕ иртсе пырать ĕнтĕ, малашлăх – çĕнĕ йышши пысăк хăватлă комбайнсенче.
Хуçалăхра килес çулхи тухăç пирки те паянах шутлаççĕ. Николай Захаровпа Валерий Матвеев механизаторсем Т-130 тракторсемпе кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлеççĕ. Çĕре извеçлес ĕçсем те кал-кал пыраççĕ.