30 июля 2008 г.
ШĂМĂРШĂ районĕн кăçалхи пĕрремĕш çур çулти социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкерсен, чылай кăтартусем пĕлтĕрхинчен лайăхрах пулни курăнать. Январь-июнь уйăхĕсенче районти предприятисем 5926 пин тенкĕлĕх е иртни çулхи çак тапхăртинчен 10 процент нумайрах продукци туса кăларнă. Уйрăммăн илсен, «Шемуршинсксельэнерго» ЗАО пусă валли тимĕр-бетон кăшăлсем туса кăларассине 2,5 хут ÿстернĕ е 138 кăшăл нумайрах хатĕрленĕ. «Агросервис» ООО çăнăх туса кăларассине 9 процент ÿстернĕ е 102 тонна нумайрах авăртнă.
Ял хуçалăхĕнче те хăшпĕр ÿсĕмсем пур. Пурĕ 1308 тонна аш, 9782 тонна сĕт туса илнĕ. 2007 çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, аш туса илесси 104, сĕт туса илесси 106 процент ÿснĕ.
«АПК аталанăвĕ» наци проектне йышăннăранпа районти 1600 ытла çемье 234 миллион тенкĕлĕх, кăçал кăна 338 çемье 52 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ.
Пĕрремĕш çур çулта финанссен тĕрлĕ çăл куçĕсенчен строительство ĕçĕсем валли 79,4 миллион тенкĕ уйăрнă. Çав шутра Шăмăршăра 30 хваттерлĕ çурт тума 9354 пин тенкĕ, Мăшăрлану керменĕ тума 2000 пин тенкĕ тăкакланă. Халăх укçи-тенкипе 5670 тăваткал метр е 68040 пин тенкĕлĕх пурăнмалли çурт-йĕр туса лартнă.
Пĕрремĕш çур çулта «Шăмăршă районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр» патшалăх учрежденине ĕç ыйтăвĕпе 498 çын е пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 3,9 процент сахалрах çын пынă. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне центрта 163 çын учетра тăнă. Ĕçсĕррисен 26,54 проценчĕ – арçынсем, 10,49 проценчĕ – аслă пĕлÿллĕ, 11,11 проценчĕ – профессилле вăтам пĕлÿллĕ, 38,89 проценчĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿллĕ. Ултă уйăхра 266 çынна ĕçсĕррисен шутĕнчен кăларнă. Вĕсен 70,3 процентне центр пулăшнипе ĕçе вырнаçтарнă, 8,8 процентне професси илме пулăшнă.
Пирĕн центр граждансене ĕç тупса парас ыйтупа пĕрмай ĕçлет. Ултă уйăхра 658 ваканси пурри палăрнă. Хальхи вăхăтра 38 çын валли ĕç вырăнĕ пур. Вĕсем – пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри, ял хуçалăхĕнчи, суту-илÿри ĕç вырăнĕсем. Ĕçпе тивĕçтерекен центр район администрацийĕпе тачă çыхăнса ĕçлет, мĕнле профессисене вĕрентсе хатĕрлемеллине пĕрле палăртатпăр.
Çуллахи вăхăтра 14-18 çулсенчи 200 çамрăка ĕçпе тивĕçтертĕмĕр. 2008 çулта 50 çынна Кÿкеçри УКК Шăмăршăри филиалĕнче професси илме пулăшăпăр. Кунта тракторист-машинист, газ котельнăйĕсен операторĕн тата экскаватор машинисчĕн специальноçĕсене илме пулать.