06 августа 2008 г.
ПАЛТИЕЛ ялĕнчен пĕр çухрăм çурçĕререх, вăрман варрипе шăнкăр-шăнкăр юхса выртакан Хырла çырми çинче пысăк водохранилище туни çинчен «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатра темиçе хутчен те çырнăччĕ ĕнтĕ. Ку водохранилищĕне Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе туса хатĕрленĕ ятарлă программăпа килĕшÿллĕн тăваççĕ. Строительство ĕçĕсене «Спецстройкоммуникация» ООО илсе пырать.
Водохранилищăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ – 15,90 миллион кубла метр, вăрăмăшĕпе – 1938,0 метр, çÿллĕшĕпе – 15 метр.
2005 çултанпа кунта пысăк ĕçсем пурнăçланă: плотинан никĕсне хывнă, водосброснăй сооруженисем тунă, водозаборнăй узелти каналсем те усă курма хатĕр. Объект патне çити шанчăклă çул сарнă. Кăçал плотина тăвассине вĕçлеме тата откоссене çирĕплетме, контрольпе виçев аппаратурине тата шыва тасатакан оборудовани вырнаçтарма, çĕре рекультиваци тума палăртнă. Плотина çинче 2009 çулхи çурхи шыва юхса кĕмелли вырăн хăвараççĕ, ун хыççăн ăна питĕреççĕ. 2010 çулта водохранилище шывпа тулма пуçлĕ.
Çак пысăк объекта хута яракан, Шăмăршăри, Патăрьел тата Комсомольски районĕсенчен 84 ял çыннисене ĕçмелли таса шывпа туллин тивĕçтерме май пулать.