Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «ТĂХХĂРĂН, ТĂХХĂРĂН, ТĂХХĂРĔШ ТЕ ХАМĂРĂН!»

06 августа 2008 г.

АСЛИСЕМ пахчаран çырла татса кĕнине курсан, пĕчĕккисем савăннипе шуйхашма, алă çупма пуçларĕç.

– Анне паян çырла кукли пĕçерсе парать! – чĕкеç чĕпписем пек чĕвĕлтетрĕç ачасем.

– Кукăль те пĕçерĕпĕр, манăн хаклăскерсем, варени те хатĕрлĕпĕр. Çырли нумай кăçал, татăр кăна, – ачисемпе пĕрлех савăнчĕ амăшĕ.

Çапла, Василий Филипповсен туслă çемйи ир пуçласа каçчен кĕрлесе çеç тăрать. Пĕлмен çын Оксанăпа Генăн ачисем пурте – тăххăрĕш те – хăйсен тесе, шутлама пултарĕ. Ытла та туслă-çке вĕсем, пĕр варта ÿтленсе çут тĕнчене телей курма килнĕ пекех туйăнать. Тĕрĕссипе вара çиччĕшĕ – Канашри шкул-интернатран усрама илнĕ тăлăх ачасем. Филипповсем тăлăхсене хĕрхенсе хăйсен хÿтлĕхне илнĕ, халĕ вĕсем пурте Оксанăпа Генăна «анне» тата «атте» тесе хисеплеççĕ.

Филипповсен çурчĕ пысăк та çутă, икĕ хутлăскер. Кунта пысăк çемье валли мĕнпур условисем çителĕклĕ. Ванна тата мунча та пур. Пĕрремĕш хутра ашшĕпе амăшĕ тата хĕр ачасем, иккĕмĕш хутра арçын ачасем пурăнаççĕ.

Ялти шкулта тăлăхсене питĕ ăшшăн, чун-чĕрери çепĕçлĕхпе йышăннă. Ачасем хăйсем те пултаруллă пулнине кăтартса панă. Вĕренÿре уйрăмах Женьăпа Эдик маттур. Костя юрлама юратать, Леня – шкулти чи лайăх спортсменсенчен пĕри. Юрий питĕ хитре ÿкерчĕксем тăвать...

Килти тасалăхпа тирпейлĕхе ачасем хăйсен вăйĕпе тытса тăраççĕ. Черетпе урай çăваççĕ, кавирсене тасатаççĕ, чечексене шăвараççĕ. Кухньăра та – дежурство. Ачасем тутлă апат-çимĕç пăçерме хăнăхаççĕ, аслисенчен кĕçĕнреххисем вĕренсе пыраççĕ.

Хĕл хырăмĕ пысăк. Пĕлтĕр 100 михĕ çĕр улми, 10 михĕ кишĕр хатĕрленĕ пулнă. Кăçал та унран кая мар пулĕ. Тĕп сакай тулли – варени банкисем. Хăяр-помидор та сахал мар маринадлаççĕ, купăста та йÿçĕтсе хатĕрлеççĕ.

Филипповсен çăмăл автомашина тата УАЗ пур. Пушă вăхăтра туслă çемье çут çанталăк ытамне канма каять.

Кил-çуртри ăшă та кăмăллă лару-тăру ачасене çав тери килĕшет. «Пире çемьере лайăхрах!» – тесе çыраççĕ вĕсем хăйсен Канашри шкул-интернатри тусĕсем патне.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика