09 августа 2008 г.
ЯЛ ХУÇАЛĂХĔН тупăш çăл куçĕ – фермăсем: аш-какайне те, сĕтне те сутса укçа-тенкĕ тума пулать. Çакна «Восход» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче тĕпе хураççĕ.
Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх витисем çиччĕ шутланаççĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсем кăна кунта 216 пуç, вĕсенчен 110-шĕ – сăвакан ĕнесем. Кунсăр пуçне чаткассем 521 пуç сысна, 33 пуç лаша усраççĕ.
Кăçал хуçалăхра обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли утă çителĕклĕ хатĕрленĕ.