Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кутсăр-пуçсăр çил тухсан...

09 августа 2008 г.

ТУНТИ КУН каçхине Патирек ялĕнче вăйлă çил-тăвăл хумĕ иртнĕ, çил çеккунтра 20-25 метр хăвăртлăхпа вĕрнĕ. Çил-тăвăл самантрах ялти Культура çурчĕн тимĕр çивиттине – 40 тăваткал метра яхăн – сирсе аякка кайса пенĕ.

Çут çанталăк инкекĕсем кăçал тупăнсах тăраççĕ. нумаях пулмасть кăна-ха аçа çапнипе Хайпăлара выльăх-чĕрлĕх Вити çунса кайнăччĕ. Халĕрех, акă, Вырăс Чукалĕнчи пĕр çурта уçă алăкран çăмхаллă (шаровая молния) çиçĕм вĕçсе кĕнĕ, теле-радиоаппаратурăна хытах сиенленĕ хыççăн уçă чÿречерен тухса кайнă. Юрать-ха, çиçĕм çулĕ çинче чăрмав пулман: çуртри çынсем те вилме пултарнă вĕт-ха.

Çавна май район çыннисене гражданла оборона служби çапла асăрхаттарать: вăйлă çил-тăвăл тата аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче килтен ан тухăр, алăксене тата чÿречесене хупăр, электричествăпа ĕçлекен приборсене розеткăран кăларăр. «Сыхлакана Турă та упрать», - тенĕ вĕт-ха ваттисем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика