Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КУККА, КАЛА КУПĂСНА...

09 августа 2008 г.

Эпир, вăрçă ачисем,

Питĕ нумай тÿсрĕмĕр.

Манăçмаççĕ çав çулсем,

Мăян çисе ÿсрĕмĕр...

(П.Падиаров. «Вăрçă ачисем»)

МАНĂН кукка – Николай Назарович Копылов – Пăчăрлă Пашьел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çывăх кунсенче вăл 80 çул тултарать. Унпа пĕр çулхисем ялта 44 çын пулнă, паян вара иккĕн кăна тăрса юлнă. Вăл – Василий Шаталкин, кукка пекех пурнăç нушине нумай курнă çын.

Кукка йышлă çемьере ÿснĕ – пилĕк хĕрпе пĕр ывăл. Мĕн ачаран хресчен ĕçне хутшăннă, пиллĕкрех лаша кÿлме, улттăра çăпата тума вĕреннĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи йывăр çулсене кукка куççуль витĕр аса илет.

1952 çулта кукка ялти чипер хĕрпе Татьяна Шулдринапа пĕрлешсе çемье чăмăртанă. Шел, инке кăçал пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Вĕсем тăватă хĕрпе икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Розăпа Зина сывлăх хуралĕнче, Нина сутуçăра ĕçлеççĕ, Шупашкарта пурăнаççĕ.

Куккапа инкен икĕ ывăл ачи çамрăклах çут тĕнчерен уйрăлса кайнă, ку вĕсемшĕн пысăк хуйхă пулнă.

Кукка колхозра чи ĕçченнисен шутĕнче тăнă. Çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннеччен уй-хирте ĕçленĕ, хĕлле лашапа вăрмантан йывăç турттарнă. Астăватăп-ха, вăл мана урапа çине лартса çÿретчĕ, тепĕр чух витене лаша леçме те яратчĕ.

Вăрçă çулĕсенче колхозра хастар ĕçленĕшĕн куккана Тăван çĕршыв медальпе чысланă. Çавăн пекех вăрçă хыççăн та – хăш çулхине ас тумастăп – ăна «ударник» тесе алла çыхмалли сехет парнеленĕччĕ. Çак чыса ялта виçĕ çын кăна тивĕçнĕ.

Манăн кукка – ялти ăста вăйçă та. Вăл миçе туйра, çĕнĕ хăтара, уявра, салтак ачи ăсатнă чухне купăс каламан-ши; Халĕ те тепĕр чух аллине хут купăс тытать, илемлĕ те чуна пырса тивекен кĕвĕсем шăрантарать.

Кукка ĕлĕкрех колхозра ертсе пынă председательсене – И.А.Елисеева тата В.Г. Шикина ырăпа аса илет.

Хальхи вăхăтра кукка кĕçĕн хĕрĕпе Светланăпа пĕрле пурăнать, хуçалăх тытса пыраççĕ.

Хамăн статьяна манăн П.Падиаровăн «Вăрçă ачисем» сăввинчи йĕркесемпе вĕçлес килет:

«Саккăрта е вуннăра

Лаша кÿлнĕ, талпăнса.

Е ĕçленĕ вăкăрпа,

Куççуле алпа шăлса.

Мĕн кăна курмарăмăр,

Мĕн кăна тÿсмерĕмĕр –

Туссене çухатрăмăр,

Пурнăçа кĕскетрĕмĕр...»

Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр сана, юратнă кукка. 100 çула çитичченех купăс каласа юрлама, пире савăнтарса пурăнма ырă сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика