13 августа 2008 г.
ТĂВАН ял, атте-анне çурчĕ... Çак çутă тĕнчере сиртен хаклăраххи, çывăхраххи урăх мĕн пур-ши; Таçта аякка кайсан та, пире вĕсем вăй-хăват парса тăраççĕ, магнит пек хăйсем патне туртаççĕ.
Темшĕн, хăш чухне эпир хамăра çуратса ÿстернĕ атте-аннене манатпăр, тăван яла ытла та сахал килетпĕр. Вĕсем вара чÿречерен куçĕсене илмесĕр кĕтеççĕ, кĕтеççĕ...
Каçарăр пире, аттепе анне, çывăх тăванăмăрсем, тăван ял... Тархасшăн, каçарăр...