16 августа 2008 г.
ШĂНСА пăсăлсан. Ăшăтнă 1 стакан сăрана 1 апат кашăкĕ пыл ярса пăтратмалла, ĕçсе ямалла, ăшă витĕнсе тÿрех çывăрма выртмалла. Пыл вырăнне вĕри сăрана чĕрĕ çăмарта, гвоздика е корица хушма юрать. Гипертонипе, нефритпа, пĕвер циррозĕпе, диабетпа чирлекенсене, ача кĕтекен хĕрарăмсене сăрапа сипленме сĕнмеççĕ.
ВĂЙ кĕртме. Йывăр чир хыççăн вăй кĕртме 1 стакан хĕрлĕ эрехре ыраш çăкринчен касса илнĕ 3 типĕ чĕлле ислентермелле, 1 апат кашăкĕ олива çăвĕ, вĕтетнĕ ыхра шăлĕ хушмалла. Çак пăтта кунне пĕрре çывăрма выртиччен пĕр сехет маларах пĕр эрне çимелле.
АНГИНА, пыр ыратни аптратсан. 30 градуса çити (ытларах мар!) ăшăтнă 1 стакан сăрана 1 чей кашăкĕ пыл хушмалла, пыл ирĕличчен пăтратмалла. Çак шĕвекпе йĕпетнĕ пусмана мăя чĕркемелле, çиелтен полиэтилен хумалла, ăшă шарф çыхмалла.