Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тутлă хăяр вăрттăнлăхĕсем

16 августа 2008 г.

ТĂВАРЛАНĂ хăяр çирĕп пултăр тесен банкăна юман хуппи хушăр. Ăна 3 литр шыв пуçне 1 апат кашăкĕ илмелле. Хупă ытла вĕтĕ пулсан хĕрен çулçипе чĕркесе хăярсем хушшине хурăр.

Тăвар шывне пĕр апат кашăкĕ вĕттĕн туранă хĕрен çулçи хушсан хăяр шывĕ нумай вăхăт пăтранмасть.

Тăварланă хăяр шăрши пăсăлчĕ пулсан банкăна вĕттĕн туранă чĕрĕ сахăр кăшманĕ хушăр. Тепĕр темиçе кунран шăршă пĕтет.

Консервлама тин татнă хăяр илмелле. Енчен те хăяр унччен чылай вăхăт выртнă пулсан, тăварлас умĕн ăна 6-8 сехет сивĕ шывра тытăр. Çапла тусан тăварланă хăяр каярахпа пĕркеленмест.

Маринадланă чух хура хурлăхан, чие, хĕрен, эстрагон, пĕтнĕк çулçисемпе усă курма пултаратăр.

Хупăлчапа питĕрнĕ тулли банкăна шăлса тасатăр та типĕ алшăлли çине кутăн çавăрса лартăр. Çакă банкăна шанчăклăн хупланине пĕлме май парать. Кирлĕ пулсан хупăлчана тепĕр хут çирĕпрех питĕрме юрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика