Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХИРТЕ КĔРЛЕТ МОТОР САССИ – ТЫР-ПУЛ ПУХАТЬ АСАНКАССИ

23 августа 2008 г.

АСАНКАССИНЧЕ паян ĕçсĕр сулланса çÿрекен пĕр çынна та кураймăн. Ватти-вĕтти выльăх апачĕ хатĕрлет, çывăхри вăрманта хурăн милĕкĕ хуçать, кăмпа татать, мăк кăларать, вутă-шанкă янтăлать... Сахал-им ялта ĕç;

«Нива» акционерсен обществинче, акă, вырма ĕçĕсем анлă сарăлнă. Кĕр тыррисем хыççăн çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене пуçтарса кĕртме тытăннă.

«Семен» хресчен (фермер) хуçалăхĕ вара 150 гектар çинчи тыр-пула (тырри мĕнешкел чаплă çитĕннĕ!) районта пуринчен та маларах пуçтарса кĕртрĕ. Халĕ кунти комбайнерсем Пăчăрлă Пашьелĕнчи «Бездна» фермер хуçалăхне пулăшма пынă. «Кÿршĕ хирĕ – ют хир мар» - теççĕ асанкассисем.

Пушаннă лаптăксем çинче кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлеççĕ, çĕртме сухи тăваççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика