27 августа 2008 г.
ЧĂВАШ Республикинче «Чăваш Ен ялĕсене аталантарасси» пĕрлехи чăваш-нимĕç проекчĕ вăй илни пирки хаçатра пĕрре çырнăччĕ ĕнтĕ, çак темăпах Пăчăрлă Пашьелĕнче, «Бездна» КФХра ятарлă семинар-канашлу та иртнĕччĕ. Çак эрнере вара çак хуçалăхрах тепĕр семинар-канашлу пулса иртрĕ. Унта хуçалăхсен ертÿçисем, тĕп специалистсем, ялсен поселенийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.
Маларах асăннă проектăн тĕп пĕлтерĕшĕ – ял хуçалăхне аталантарма пулăшасси, уйрăмах сĕт туса илессине ÿстересси тата продукцин пахалăхне май килнĕ таран лайăхлатасси. Ку проект пирĕн районта та ăнăçлăн пурнăçа кĕрсе пырать. Çавăн пекех, нимĕç специалисчĕсем Çĕрпÿ тата Етĕрне районĕсенче те ĕçлеççĕ.
Проект тĕрлĕ енлĕ: сĕт пухса тирпейлес ĕçре консультаци пулăшăвĕ парасси, ĕçлекенсене кирлĕ пек пулăшасси, регионсем хушшинче пĕр чĕлхе тупса пĕр-пĕрин опычĕпе паллаштарасси. Юлашки вăхăтра кăна ку тĕлĕшпе республикăра 200 ытла кооператив йĕркеленĕ, вĕсенчен 25 проценчĕ ăнăçлă ĕçлесе пырать.
Черетлĕ семинар-канашлу Германирен килнĕ проект ертÿçи Гундо Яношек «Чăваш Республикин ял регионĕсене вăрах вăхăтлăха аталантарасси» çинчен информаци пĕлтернипе пуçланчĕ. Ун хыççăн унăн ентешĕ Грегор Бекманн эксперт пахалăх техники тата ĕне çиллине мĕнлерех пăхмалли пирки лекци вуласа пачĕ, хăйĕн сăмахне мультимеди материалĕсемпе пуянлатса, анлăлатса пычĕ.
«Сĕт гигиенипе пахалăхĕ» темăпа йĕркеленĕ семинар-канашлу «Бездна» КФХ ĕне ферминче вĕçленчĕ. Нимĕç специалисчĕсем кунта хăйне майлă кăтартуллă практика занятийĕ ирттерчĕç, çынсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.
Семинар-канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев тата унăн пĕрремĕш çумĕ В.Н.Никифоров хутшăнчĕç.