03 сентября 2008 г.
ПИТĔ тĕрĕс иккен юрăри сăмахсем: «Уртăш йывăç пулать кăранташ, çичĕ ютран пулать хурăнташ». Хĕрсемпе ывăлсем, мăнуксем ÿссе çитĕнсе çемье çавăраççĕ те нихçан курман-илтмен çынсемпе хăта-тăхлачăллă пулса тăратпăр. Акă, манăн пĕр кĕрÿ Самарăран, тепри – Канашран, кинĕм – Вăрмартан. Икĕ çул каялла вара мăнукăм качча тухрĕ те тăхлачăпа пĕртăванĕ Америка çĕршывĕнче пурăнать. Туй кунĕнче унпа çывăхрах паллашма тÿр килмерĕ. Кăçал вара черетлĕ отпуска килсен, ятарласах паллашма тесе хăнана йыхравларăм. Хапăл тусах килĕшрĕç çĕнĕ тăхлачăсем Шăмăршă ялне килме.
Малтанах мăнук вĕсене Шăмăршăпа паллаштарнă. Манăн тăхлачă çапларах хак пачĕ пирĕн яла: «Шупашкара килмессерен хулари хăтлăхпа илемрен тĕлĕнеттĕм. Шăмăршăра пĕрремĕш хут пулсах унăн тараватлăхĕпе капăрлăхне курса ĕнентĕм. Çынсем те кунта сăпайлă та вашават. Типтерлĕ те килĕшÿллĕ тумланаççĕ. Америкăра вара тĕксĕмрех тумпа çÿреççĕ. Çуртсем те куçа илĕртеççĕ, вĕсен умĕнчи чечексем кăмăла çĕклеççĕ. Йĕри-тавра тасалăх хуçаланать. Вăт мĕнлерех чаплă кĕтесре пурăнать иккен пирĕн кинĕн кукамăшĕ». Çакна вăл веçех чăвашла каласа сĕтел хушшине вĕри кукăль çиме вырнаçрĕ. Пирĕн калаçу çăл куç шывĕ пек тикĕссĕн 5-6 сехете тăсăлчĕ.
Америкăра 12 çул пурăнакан тăхлачă çав тери пултаруллă хĕрарăм пулни унăн калаçăвĕнченех сисĕнчĕ. Вăл наукăсен докторĕ, ĕçченĕ, тĕрлĕ инфекцисенчен, вируссенчен кĕрешмелли вакцинăсем кăларнă çĕрте тăрăшать. Нумай çĕршывсенче командировкăра пулать.
Ытларах мана хăна чăваш чĕлхине манманни, ăна юратни, хисеплени килĕшрĕ. Тăван чĕлхене манас мар тесе вăл хăй тĕллĕн чăвашла калаçать-мĕн. Амăшĕпе те телефонпа чăн чăвашла пуплет. Ара, вăл Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче çуралса ÿссе вăтам шкул пĕтернĕ. Хусанти институтран вĕренсе тухсан Мускаври академире ăс пухнă. Практикăра Болгарире пулнă. Ун хыççăн Америкăна çитнĕ. Апла пулсан та вăл Америка гражданинĕ мар, пропискăра ашшĕ-амăшĕн килĕнчех шутланса тăрать. Чăваш çăкăрне çисе, шывне ĕçсе ÿснĕскерĕн чăвашлăх туйăмĕ çулсем иртнĕçемĕн те çухалманни, ăна вăл чунĕнче упрани мĕн тери паха.
Сыв пуллашнă май мана сывлăхпа пурăнма ырă сунчĕ. Путин килсе курнă Шăмăршă ялне чунтанах килĕштернине тепĕр хут кăмăллăн пĕлтерчĕ. Тулли кăмăлпа ăсатрăм океан леш енчен килнĕ хăнана.