Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАМ ЛАРĔ ТРАКТОР ÇИНЕ, КАМ-ХА ĔÇЛĔ ФЕРМĂРА;

10 сентября 2008 г.

ЯЛТА кадр ыйтăвĕ çивĕчленнĕçем çивĕчленсе пыни çур акипе вырма вăхăтĕнче уйрăмах палăрать. Хуть те хăш хуçалăха илес пулсан та («Колос» Агрофирма» ЗАО-сăр пуçне, кунта чĕмпĕрсем ĕçлеççĕ) механизаторсем çитменни курăнать.

Механизатор – тĕп вăй. Çапла пулмалла та. Паян вăл – хирте ĕçлекен пĕртен-пĕр çын. «Хурçă ут» хуçисен йышĕ çултан çул чакса пыни куç кĕрет. Механизатор кадрĕсен ыйтăвĕ ытла та çивĕчленсе çитрĕ. Парксенче тăрса юлнисем – хĕрĕхрен пуçласа утмăла çитсе пыраканнисем. Династи çукки те хаш! сывлаттарать. Унччен ывăлне е мăнукне трактор-комбайн çине лартас текенсем йышлăччĕ пулсан, паян сайра-пĕрре çеç курăнаççĕ.

Çакăн хыççăн ыйту тухса тăрать: паянхи трактористăн тăван çĕр енне туртăм пур-и; Çынпа çĕр-анне хушшинчен шанчăклă çыхăну майĕпен çухалса пымасть-и; Ăçта кайса кĕчĕç вĕсем, мĕн хушнине чыслăн пурнăçлама, кирек мĕнле лару-тăруран та тухма май тупнă, хăйсем çинчен ыррине кăна калаçтарнă механизаторсем; Унчченхи «Восход» колхозри А.Морозов, «Искра» колхозри М.Скворцов, «Мир» колхозри М.Садертдинов, «Победа» колхозри В.Мокеев, «Шемуршинский» совхозри А.Васильев, «Волга» колхозри М.Дадов, «Гвардеец» совхозри В.Тимофеев, М. Ильин, «За коммунизм» колхозри Н.Малеев, «Аврора» колхозри Н.Иванюков тата ытти механизаторсене аса илетĕп те, вĕсен ĕçри парахатарлăхĕ çинчен паянхи çамрăксем ытла та сахал пĕлнĕшĕн е пачах та пĕлменшĕн хытă пăшăрханатăп.

Ферма ĕçченĕсем те ватăлса пыраççĕ, вăтăртан кĕçĕнреххисене курма çук вĕсен хушшинче. Ĕлĕкрех хаçатсенче «Ферма хĕрĕ – ĕçчен хĕр» тесе çыратчĕç пулсан, паян ытларах кукамай-асанне пулнă е пулма хатĕрленекен хĕрарăмсем ĕçлеççĕ. Ку вунă çуллăх вĕçленнĕ тĕле вĕсен çурри ытла тивĕçлĕ канăва кайĕ. Вĕсем кайсан кама шанса парăпăр ĕне сума, вăкăр е сысна самăртма;

Хальхи вăхăтра районти кашни яла çитиех асфальт çул тăваççĕ, урамсене те асфальт сараççĕ. Анчах та, çамрăксем яла юлмасан, асфальт сарни ял ватăлассине, кадрсем ялтан каяссине чарса ларайĕ-ши;

Ман шутпа, çамрăксене яла çирĕплетсе хăварас, вĕсене ял хуçалăхĕнче кирлĕ специальноçсем суйласа илме пулăшас тĕлĕшпе районта тĕллевлĕ программа туса хатĕрлемелле. Ан тив, августри конференцире тухса калаçакан шкул директорĕ е завучĕ миçе выпускник аслă шкула вĕренме кĕнипе мар (укçа пулсан, паян унта кам вĕренме кĕреймест;), профтехучилищĕне е ял хуçалăх техникумне кайса кĕнипе мухтанатпăр. Вĕренме таçта аякка та каймалла мар вĕт-ха: училище – Патăрьелĕнчех, техникумсем Вăрнарпа Çĕрпÿрех пур. Кÿкеçри вĕрентÿ комбиначĕн Шăмăршăри курсĕнче те механизаторсем хатĕрлеççĕ.

Паянхи ял ачисенче пулас механизаторсене, шоферсене, тыр-пул ÿстерекенсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансене тем пек курас килет. Çапла пултăр тесен, ашшĕ-амăшĕсен, учительсен ачасене пĕчĕкренех çĕре юратма, ялти ĕçе хисеплеме вĕрентмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика