10 сентября 2008 г.
ÇУ кунĕсенче Шăмăршăри тĕп площадьре халăх уйрăмах йышлă. Ял çыннисемпе хăнасене культурăпа кану паркĕ, илемлĕ фонтан, чун-чĕрене илĕртекен чечек клумбисем савăнăç парнелеççĕ.
Иртнĕ эрнере вара кунта Чехире туса кăларнă лунопарк ĕçлеме пуçларĕ. Тĕрлĕрен аттракционсем, карусельсемпе батутсем ача-пăчана хăйсем патне магнит пек туртаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем те кунта усăллă канма пултараççĕ. «Шăмăршă хуларан пĕрре те кая мар!» - теççĕ лунопарка курма килнĕ хăнасем.