Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсассăн, ял илемленет

10 сентября 2008 г.

ÇУЛ вăл – çур пурнăç, - теççĕ халăхра. Сахал нушаланнă-и вăрманлă Карапай Шăмăршă ялĕн çыннисем пылчăклă-путлăхлă çулсемпе çÿресе; Çавăнпа та вĕсем Чăваш Республикин Президенчĕн çулсем тăвасси пирки йышăннă программине ырласа кĕтсе илчĕç.

Шел пулин те, кашни ял урамнех çул сарма хальлĕхе укçа-тенкĕ тивĕçмест, çавăнпа та çынсен хăйсен пуçарулăхĕ те кирлĕ. Акă, Калинин урамĕнче пурăнакан Э.Старшов çул тăвасси пирки «Слава» фермер хуçалăхĕн ертÿçипе А.Денисовпа калаçса пăхнă. Александр Васильевич пĕр пăркаланмасăрах техника уйăрса пама килĕшнĕ. Пĕр техника кăна та мар, иккĕ – экскаватор тата КамАЗ автомашина.

Унччен пылчăк çăрăлакан урамра кĕске вăхăтрах çĕр хăпартрĕç, хăйăр тата вак чул сарса тухрĕç. Экскаваторпа ĕçлекен А.Столяров, КамАЗ водителĕ Г.Никитин пысăк хастарлăх кăтартрĕç.

Ял çыннисем те тăрăшуллă пулчĕç, 50 метр тăршшĕ çула тума ватти-вĕтти хутшăнчĕ.

«Халăх сурать – кÿлĕ пулать», - теççĕ халăхра. Халиччен Калинин урамне тракторпа çеç кĕрсе тухма май пулнă пулсан, паян çăмăл автомашинăпах çÿреме пулать. Турă пулăшсан, хăйсем тăрăшсан, тен, çитес çулсенче асфальт та сарĕç-ха. Ырă кăмăллă çынсем пур чух лайăххи пирки çеç ĕмĕтленес килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика