Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Нацисен кросĕ» иртĕ

13 сентября 2008 г.

РАÇÇЕЙРЕ çулленех хĕлле «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ», çулла «Хĕрлĕрех сарă мечĕк», кĕркунне «Нацисен кросĕ» мероприятисем иртеççĕ. Кăçал «Нацисен кросĕ» чупу сентябрĕн 21-мĕшĕнче, малтанхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, 194 хулара иртĕ. Çак уйăхăн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта та старта тухĕç. Сăмахран, пĕлтĕр Чăваш Енре массăллă чупăва 20 пине яхăн çын хутшăннăччĕ, хальхинче те унран кая пулмĕ. 5-мĕш хут иртекен мероприятие спортсменсемпе спорт ветеранĕсем, студентсемпе шкул ачисем, пуçлăхсемпе ахаль çынсем хутшăнĕç. Чупуçăсем валли тĕрлĕ дистанци хатĕрленĕ: 2, 4, 6, 8, 12 километр, чупăва хутшăнакансем 2014 метра хыçа хăварĕç. Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацире палăртĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика