13 сентября 2008 г.
ÇУЛСЕМ çинче пассажирсене турттарнă чух авари пуласран асăрханас тата çулсем çинче хăрушсăрлăхсăр лару-тăру туса хурас тĕллевпе, ГИБДД Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕ кăçалхи сентябрĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа 21-мĕшĕччен район территорийĕнче «Автобус» профилактика мероприятийĕ ирттерет.
Операци вăхăтĕнче автобус водителĕсен докуменчĕсене, вĕсем çул-йĕр правилисене мĕнле пăхăннине, техника юсавлăхне çирĕп тĕрĕслеççĕ, уйрăмах шкул автобусĕсене тĕрĕслесси вăйланать.