Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТАРЛА-ТАРЛА ĔÇЛЕКЕН ЮРЛА-ЮРЛА ÇИНĔ, ТЕТ...

13 сентября 2008 г.

КИЛТИ пахчасенче хĕрÿ ĕç вĕçленсе пырать. Çĕр улмине уяр çанталăкра пуçтарса кĕртессишĕн ватти-вĕтти чупа-чупа ĕçлерĕ. Чылайăшĕ пысăк тухăç илчĕ, йĕперех пахчасенче çеç «иккĕмĕш çăкăр» савăнтараймарĕ. Тата çум айĕнче хĕн курса çитĕннĕ çĕр улмин тухăçĕ те пĕчĕк. Шел те, кун пек пахчасем кашни ялтах тĕл пулаççĕ. Çĕр-аннерен мĕншĕн кулаççĕ-ши çав çынсем; Аран-аран утса çÿрекен ватăсем мар вĕт-ха, тытсан тимĕр авма пултаракан вăйпитти çынсемех кахалланса кайрĕç! Халăхран именесси те, «кам пахчи – çавсен пахчи» тесе каласран вăтанасси те манăçа тухрĕ паянхи ялта. Пахча мар, тĕрлĕ çум курăк çитĕнтермелли питомник тейĕн.

Вĕсен анинчи мăянпа пиçен вăрлăхĕ ялĕпех сарăлать, пĕр çемье кахалланнипе пĕтĕм ял нуша курать.

Çум курăк вăрлăхне унталла та кунталла сапалакан ытти вырăнсем те – юпа тĕпĕсем, çырма-çатра, посадка хĕррисем, витесемпе техника паркĕн йĕри-таврашĕ, çул аяккисем – районта сахал мар. Çава тытса çулса пăрахасчĕ те – ÿркенетпĕр. Çак ĕçе ял поселенийĕн администрацийĕ йĕркелесе-ертсе пымалла та, вăхăчĕсем çук пуль çав...

Тарла-тарла ĕçлекен кĕркунне юрла-юрла çинĕ, тенĕ ваттисем. Таса, çум курăксăр пахчасем, хирсем тухăçне те ытларах параççĕ, ял çыннин чыс-хисепне çĕклеççĕ. Çум курăк ăшне путнă пахча хуçине вара пĕрре те хисеплес килмест. Ашшĕ-амăшĕнчен ачисем кахалланма хăнăхаççĕ, Кахаловсен йăхĕ хутшăнсах пырать. Сирĕн ялта çук-и вĕсем, ячĕсене хаçатра пичетлер мар-и; Тен, пĕрлехи вăйпа ялта йĕрке тăвăпăр, çĕр-анне умĕнчи айăпа чакарăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика