13 сентября 2008 г.
ЙĔПЕ-САПАЛЛĂ çанталăкра Баскака кĕрсе тухма çул япăххи çынсене сахал мар тарăхтарнă. Поселокра пурăнакансемшĕн тинех «кăвак хуппи» уçăлчĕ: малашне кунта та асфальтлă çулпа çитме пуçлăпăр.
– Çул тăршшĕ 13 километр та 400 метр пулать, - терĕ Шăмăршăри ДРСУ ертÿçи В.Федотов. – Паянхи куна çĕр хăпартса пĕтернĕ, 12 километрне ытла вак чул сарса тухса тикĕсленĕ. Ку ĕçсене С.Харитонов мастер йĕркелесе-ертсе пырать.
Вак чула Яманчурел каръерĕнчен турттараççĕ. Рейса кулленех 18-20 автомашина тухать. Çул тунă çĕре виçĕ бульдозер, çавăн чухлех экскаватор хутшăнать. Мастер каланă тăрăх, Ю.Ивановпа Ю.Юнкеров бульдозеристсем, М.Сергеев, В.Тимофеев, В.Николаев экскаваторщиксем, Н.Кузьмин грейдерист уйрăмах тăрăшуллă. Кĕçех асфальт сарма та пуçлаççĕ. Çула октябрь уйăхĕнче туса пĕтермелле. Ку тĕлĕшпе 90 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçламалла пулсан, хальлĕхе 70 миллионне ĕçе кĕртнĕ.
Хăйăрпа вак чул сарса тикĕсленĕ çулпа Баскака халĕ кирек мĕнле çанталăкра та çăмăл машинăпах çитме пулать.
– Асфальтлă çул тума пулăшнăшăн район ертÿçисене тата çул-йĕр ăстисене чун-чĕререн тав тăватпăр, - теççĕ хăйсен тахçанхи ĕмĕчĕ пурнăçа кĕрсе пынă май поселок çыннисем. Вĕсен савăнăçне нимĕнпе те виçеймĕн.