20 сентября 2008 г.
НУМАЯХ пулмасть уголовнăй айăплав пурнăçланнине тĕрĕслекен районти инспекцин офицерĕсем шалти ĕçсен пайĕн Шăмăршă районĕнчи сотрудникĕсемпе пĕрле «Условник» ятпа оперативлă-профилактикăлла мероприяти ирттерчĕç. 10 куна пынă мероприяти (операцин виççĕмĕш тапхăрĕ) вăхăтĕнче 4 рейд йĕркеленĕ, «условниксем», ĕçлесе юсанмалла тунисем, палăртнă срокра вăл е ку должноçра ĕçлеме юраманнипе çыхăннă айăплав илнисем пурăнакан кил-çуртсене çитнĕ, вĕсем суд решенине мĕнлерех пурнăçласа пынине тĕрĕсленĕ. Рейдсем вăхăтĕнче – вĕсем кăнтăрла та, каçхине те, çĕрле те иртнĕ – пирĕн инспекцире учетра тăракан çул çитмен пĕр çамрăк административлă йĕркене пăсни палăрнă. Ун пирки тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.
Уголовнăй айăплав пурнăçланнине тĕрĕслекен районти инспекцире хальхи вăхăтра 47 çын учетра тăрать, çав шутран тĕрĕслев срокĕллĕ условнăй айăплав илнисем – 33ĕн, ĕçлесе юсанмалла тунисем – 10ăн, вăл е ку должноçра ĕçлеме юрамасть тесе палăртнисем – 3ĕн. Кунсăр пуçне пĕр çыннăн учетри тивĕçĕ обязательнăй ĕçсенче пулмаллипе çыхăннă.
Учетра тăракансенчен 19-шĕ малтан та судпа айăпланнă пулнă. Инспекци учетĕнчи çынсенчен 6-шĕ – хĕр арăмсем.
Çакнашкал тĕрĕслевсене республикăри оперативлă-профилактикăлла операцисем вăхăтĕнче кăна мар, вĕсене милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсемпе, çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекци сотрудникĕпе пĕрле кашни эрнерех вырăна тухса ирттеретпĕр, учетра тăракансемпе профилактикăлла калаçусем ирттеретпĕр, каллех преступлени тусан колоние ăсатасси пирки асăрхаттаратпăр, суд шанăçне тÿрре кăлармалли, яланах саккунсене çирĕп пăхăнса пурăнмалли çинчен аса илтеретпĕр. Паллах, учетри инспекцине обязательнăй майпа килнĕ вăхăтра та (уйăхне 3 хутчен) ăнлантару ĕçне пурнăçлатпăр, вĕсем çĕнĕрен преступлени çулĕ çине ан тухчăр тесе тăрăшатпăр.