24 сентября 2008 г.
ПУРĂНАН пурнăçра инкек-синкек те юнашарах çÿрет. Кăçалхи çу кунĕсенче, акă, аçа çапнипе районти пĕр ялти фермерăн ĕне вити çунса кайнă.
Юрать-ха, фермер «Россельхозбанкăн» хушма офисĕнче витесем илме кредит илнĕ чух «Росгосстрахра» страховани тунă пулнă. «Росгосстрах» инкек тÿснĕ çынна пулăшусăр хăварман – банк заемщикне çунса кайнă витешĕн 1,6 миллион тенкĕ ытла тÿленĕ.
Районти пĕр ялти çунса кайнă çурт хуçи те маларах çурт-йĕрне «Росгосстрахра» страховани тунă пулнă. Çунса кайнă çуртшăн тата пурлăхшăн «Росгосстрах» компани ăна 304 пин тенкĕ тÿленĕ.