Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн кĕрÿ – африканец...

27 сентября 2008 г.

ШĂМĂРШĂ районĕнчи пек чипер хĕрсем урăх ниçта та çук тесе тĕрĕсех калаççĕ пуль çав пĕлекенсем. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн хĕрсене американецсем, французсем, нимĕçсем, турккăсем, азербайджанецсем, кăркăссем, белоруссем, украинецсем качча илнĕ тĕслĕхсем темиçе те.

Çак кунсенче вара Шăмăршăра пурăнакан К.-сен вун тăххăрти хĕрĕ тĕм-хура ÿтлĕ африканецпа çемье çавăрнă. Çамрăксем пĕр-пĕринпе Шупашкарта паллашнă та, чĕресенче юрату вучĕ хĕмленме тытăннă.

Университетăн медицина факультетне пĕтерсен, Патрик хăйĕн çамрăк мăшăрне тăван çĕршывне илсе кайма шутлать, слон çине лартса ярăнтарма шантарать.

«Мăнук шурă е хура ÿтлĕ пулĕ-ши; - пуçĕсене ватаççĕ паян хĕрĕн ашшĕпе амăшĕ. – Мĕн тĕслĕ пулсан та – хамăр мăнук, телейĕ çеç пултăр».

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика