27 сентября 2008 г.
КĔРХИ йывăр пĕлĕтсем ерипен шуса иртрĕç те хĕвел хăйĕн куллине кăтартрĕ. Шăмăршăри «Ромашка» ача сачĕн икĕ хутлă çурчĕ умĕнчи çамрăк хурăнсен çулçисем ылтăн тĕспе çиçме пуçларĕç, пиçсе çитнĕ пилешсен сапакĕсем хĕрлĕ шăрçасем евĕр йăлтăртатрĕç.
– Хĕвел тухрĕ, хĕвел çутатать! - хăйсен савăнăçне палăртса хыттăн шавлама пуçларĕç хатĕрленÿ (выпускной) ушкăнĕнчи ачасем.
– Вăрмана экскурсие каятпăр-ха, - кăмăллăн каларĕ Е.П.Воробьева воспитатель. – Кĕрхи вăрман илемĕпе киленнĕ май, унта гербари валли хитре çулçăсем суйласа пуçтарăпăр, декоративлă прикладной искусство япалисем ăсталама ÿсен-тăран материалĕсем те илсе килĕпĕр.
Ача садне кĕрсен те тирпейлĕхпе тасалăх хуçаланни курăнчĕ. Учреждени заведующийĕпе Е.Н.Гадиевапа пĕрле пĕчĕккисен тĕрлĕ ушкăнĕсен пÿлĕмĕсене курса çаврăнтăмăр. Вĕренÿ программисемпе килĕшÿллĕн, кашни ушкăнрах пĕлÿ кĕтесĕсем, стендсем йĕркеленĕ, курăнакан вĕренÿ пособийĕсем туса çакнă. Коридорта чăваш нацийĕпе çыхăннă мини-музей та пур.
– Садикре ясли, чи пĕчĕккисен пĕрремĕшпе иккĕмĕш ушкăнĕсене, вăтам, аслă тата хатĕрленÿ групписене йĕркеленĕ, - каласа пачĕ Елена Николаевна. – Учреждение куллен 130-140 ача çÿрет.
Сентябрĕн 29-мĕшĕ «Ромашка» ача сачĕшĕн хăйне евĕр событипе палăрса юлĕ. Çак кун Шăмăршăри вăтам шкулта учрежденин 2 хатĕрленÿ ушкăнне йĕркелеççĕ. Пĕр ушкăн «Ромашкăран», тепри «Аленушкăран» куçать. Ку вара вăтам шкул пÿлĕмĕсемпе туллинрех усă курма, Шăмăршăри садиксене тата ачасем йышăнма май парать.
– Ачасене Раççей Федерацийĕн «Детство» тата Чăваш Республикин О.В.Драгунова ертсе пынипе çырса хатĕрленĕ программăсем тăрăх вĕрентетпĕр, - терĕ «Ромашка» садикĕн аслă воспитатель-психологĕ О.А.Абанникова. – Программăсем туллин пурнăçланччăр тесе кашни воспитатель çине тăрса ĕçлет.
Шкул умĕнхи пĕлÿ паракан муниципаллă учрежденире опытлă воспитательсем вăй хураççĕ. Акă, О.А.Абанниковапа В.В.Севрюгина воспитатель ĕçĕнче 30-шар çул, О. К.Гавриловапа Г.Л.Сергеева 25-шер çул, А.Н.Гавриловапа М.Б.Драгунова 20-шер çул, А.Ф. Лукьянова, Е. Н.Петрова, Е.П.Воробьевапа В.Е. Шерникова 17-шер çул (садик уçăлнăранпах) тăрăшаççĕ. Воспитательсене пулăшаканĕсем те пысăк стажлă. Л.Н.Захарова, Н.В.Артемьева, Т.И.Кадышева, Е.П.Кулакова та 17-шер çул, Н.С.Воробьева 10 çул ĕçлеççĕ.
Учрежденире тирпейлĕх хуçаланни пирки асăнтăмăр-ха. Кунта, паллах, Р.А.Матвеева завхозăн тÿпи пысăк. Валентина Гурьяновапа Алевтина Славницкая прачкăсем те ĕçре тăрăшуллă. Татьяна Миронова поварпа ăна пулăшакан Инга Митрофанова пĕçерсе хатĕрленĕ апатпа пĕчĕккисем яланах кăмăллă. Ф.А. Амерханова медсестра ачасен сывлăхне тĕрĕслесех тăрать.
«Ромашка» ача сачĕн воспитателĕсем тата воспитанникĕсем районти конкурссенче призлă вырăнсем йышăнса пынине те палăртма кăмăллă.
Акă, пĕчĕккисем вылямалли площадкăран учреждени çуртне кĕчĕç те хăйсен пÿлĕмĕсем тăрăх саланчĕç. Часах воспитательсем вĕсемпе занятисем пуçларĕç.