Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене – ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ

27 сентября 2008 г.

ШЕЛ пулин те, районта çул çитменнисем преступлени тăвасси чакмасть. Сăмахран, вĕсем 2007 çулхи 8 уйăхра 4 преступлени тунă пулсан, кăçал çак тапхăрта – 6.

2008 çулхи преступленисене пурĕ 7 яш хутшăннă. Тĕпрен илсен, çул çитменнисем тунă тÿнтерле ĕçсем ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă.

Уголовнăй айăплав пурнăçланнине тĕрĕслекен инспекцире çул çитмен 2 çамрăк учетра тăрать. Вĕсем условнăй срока мĕнлерех ирттернине тĕрĕслесех тăратпăр, каллех преступлени тăвасран асăрхаттаратпăр. Питĕ шел, Чукалти 16-ри пĕр çамрăк тĕрĕслев срокне йĕркеллĕ ирттереймерĕ. Айăплав срокĕ вăхăтĕнчех (ăна РФ УКĕн 158 статйин 2-мĕш пайĕ тăрăх условнăй айăплав срокĕ панă пулнă) вăл çул çитмен 2 çамрăка явăçтарса ялти лавккана çаратнă. Районти суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, яш халĕ колонире «канать». «Пит аякрах вырăнсенче» унăн 2 çул пулмалла.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă май, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхе ÿстермелле. Ачасем килти заданисене мĕнлерех пурнăçласа пынине куллен тĕрĕслесе тăмалла, кирлĕ пулсан, пулăшмалла. Шкултан таврăнсан вĕсем ĕçсĕр унта-кунта çапкаланса ан çÿреччĕр, киле сĕм-çĕрле пулсан кăна ан таврăнччăр. Ачасем кампа туслă пулнине, кампа çÿренине пĕлсе-тĕрĕслесе тăмалла, вĕсем тÿнтерле çул çине тăрасран асăрханмалла. Хăйсен ачисем шкулта пулнине е пулманнине тĕрĕслеме те манмалла мар. Уйрăмах – пасар кунĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика