01 октября 2008 г.
ШĂМĂРШĂРИ ветерансем тата инвалидсем вăхăтлăх пурăнакан уйрăмра 11 çын (4 арçынпа 7 хĕр арăм) кун кунлать те çĕр çĕрлет. Уйрăм ĕçченĕсем (заведующийĕ Татьяна Димитриева) çак ватăсем хăйсене килти пек туйччăр, лайăх условисенче пурăнччăр тесе тăрăшаççĕ. Кану пÿлĕмĕнче пенсионерсем телевизорпа хăйсем килĕштерекен телепередачăсене пăхаççĕ, хаçатсемпе кĕнекесем вулаççĕ (унта илемлĕ литература çÿлĕкĕсем те пур), диван е кресло çине ларса чăлха-нуски çыхнă май пурнăçри тĕрлĕ самантсене аса илеççĕ.
Çурт умне те час-часах уçăлма тухса лараççĕ ветерансемпе инвалидсем. Унта вĕсем çутçанталăк илемĕпе киленеççĕ, хăйсем юратакан район хаçатĕнчи статьясене сÿтсе яваççĕ.